Шырав
Шырав ĕçĕ:
Директор гимнази советне пухнӑ та Дурова пӗр сӑмахсӑрах «закон божипе экзамен тунӑ вӑхӑтра патшасен портречӗсем умӗнчех хӑйне тӑрлавсӑр тытнӑшӑн» гимназирен кӑларнӑ.
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӑл гимназие ҫӳренӗ; калаҫа-калаҫа Марья Алексевнӑна Федьӑна гимнази пансионне пама ӳкӗте кӗртрӗҫ, — унта ун патне Дмитрий Сергеич кӗрсе тухма пултарать, уяв чухне Вера Павловна ӑна хӑй патне илсе каять.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Художникӗ пӗр каҫ анчах мар унпа аппаланса ларнӑ пулас, мӗншӗн тесен арҫын гимназипе хӗрарӑм гимнази учителӗсем пурте, семинаринчи учительсем, чиновниксем пурте пӗрер экземпляр илнӗ ҫавна.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Мӗн те пулин сиксе тухмасан юрӗччӗ, хама Афанасий пусса пӑрахминччӗ, вӑрӑ таврашсем кӗрсе кайминччӗҫ, тесе шикленсе выртатчӗ, кайран чунне сиктерекен тӗлӗксемпе ҫӗрӗпе аппаланатчӗ, ирхине хӑйпе иксӗмӗр гимназие кайнӑ чухне вара салхуллӑ кӑвак сӑнлӑ пулать вал, хӑй кайма тухнӑ йышлӑ ҫынлӑ гимнази сехрине хӑпартни, ӑна вӑл пӗтӗм чунӗ-чӗринчен юратманни тата пӗччен пурӑнма ӑна йывӑрри курӑнать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Хӗллехи пальто ҫинчен шурӑ саппун ҫыхнӑ гимнази дворникӗ, гимнази ҫурчӗ ҫумӗпе йывӑҫсем хушшинчен ҫинҫе пралук тӑсса карать.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
2014 ҫулта Чӑваш Республикинчи хулари 6 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул шутне кӗнӗ /Шупашкарти 3-мӗшпе 4-мӗш лицейсем; 1-мӗш, 4-мӗшпе 5-мӗш гимназисем; Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази/, тата 5 шкул /Элӗкри Иван Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелӗнчи 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Герман Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул/ Раҫҫейри ял ҫӗрӗнчи чи лайӑх 200 шкул йышне кӗнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Малтан вӑл Чӗмпӗрте гимнази пӗтерчӗ, ун хыҫҫӑн университета кайрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Директорсӑр юлнӑ вӗренӳ учрежденийӗсен йышӗнче — 18-мӗш тата 39-мӗш шкулсем, 4-мӗш гимнази.В числе образовательных учреждений, оставшихся без директора — школы номер 18 и 39, гимназия №4.
Шупашкарти шкулсенче директорсем кирлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32929.html
— Виҫҫӗмӗш гимнази пӗтернӗ, кӗмӗл медаль илнӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнпа медицина факультетне юратарах параҫҫӗ те виҫҫӗмӗш гимнази пӗтернисем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Михаил Максимович, гимнази директорӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Гимнази пӗтернӗ, Хусанта, — тӗрӗсне каларӗ студент.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
«Ман хӗр гимнази пӗтернӗ. Пӑрахут капитанӗ майри пулма тивӗҫ!» — тесе хирӗҫленӗ, тет, ашшӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӗрӗс: Петр Ильич Ильин Раменскинче гимнази директорӗ, питӗ хисеплӗ ҫын, ӑста математик.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Гимнази?! — тӗлӗнче старик.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эпӗ Хусанта вӗреннӗ, гимнази пӗтернӗ, — текелерӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гимнази пӗтернӗ хыҫҫӑн унта вӗренме кӗрес ӗмӗте самана улшӑнса кайни татрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гимнази пӗтернӗ ятпа парнелерӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шуррисене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн гимнази ҫурчӗсенче халӗ ҫар чаҫӗсем вырнаҫнӑ иккен; университетра та салтаксем, тет.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Гимнази пӗтерсе Хусантан тухса килнӗ чух Павлуша кӗркунне университета вӗренме таврӑнас пек туйӑнатчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.