Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

генералӑн (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шинелӗ салтакӑн, папаххи генералӑн, хӗҫҫи… кам пӗлет — такамӑн, тен, шуйттанӑн, — ахӑлтатрӗҫ матроссем.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1849 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Данипе Прусси хушшинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кунта Адольф фон Гиршфельд генералӑн нимӗҫ ҫарӗсемпе Данин Рие дивизи хушшинче ҫапӑҫу пулса иртнӗ.

31 мая 1849 года во время датско-прусской войны здесь произошло сражение между немецкими войсками генерала Адольфа фон Гиршфельда с датской дивизией Рие.

Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81

«Енчен те эпӗ хамӑн генерала тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушсан, ҫав вӑхӑтрах генерал эп хушнине итлемесен, ҫакӑ генералӑн мар, манӑн йӑнӑш пулӗччӗ».

«Если я повелю своему генералу обернуться морской чайкой, — говаривал он, — и если генерал не выполнит приказа, это будет не его вина, а моя».

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпир сире хапӑл тусах хӑварӑн ҫӗршыв ҫыннин, Власов генералӑн арминче командир должноҫӗ паратпӑр, е, кӑмӑлӑр пулсан, Берлина, генштаба ӗҫлеме яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Музейра генералӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан япаласем: офицер тумӗсем, докуменчӗсем, наградисем, сӑн ӳкерчӗкӗсем тата ытти вырӑн тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Николай Гаврилов музейӗ уҫӑлнӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%88%d1% ... 3ca%d0%bb/

Хӑйне арестлесе илсе кайнине те, Сандецкий генералӑн подвалӗнче ларнине те, юнкерсемпе ҫапӑҫнине те маннӑ: часрах часрах хӑйӗн юратнӑ арӑмне курасчӗ, ыталасчӗ, савӑнасчӗ пӗрле.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мартыновка салине вӑтӑр пилӗк кун хушши ӗнтӗ Красильников генералӑн тискер шурӑ бандисем хупӑрласа тӑраҫҫӗ.

Село Мартыновка уже тридцать пять дней осаждается озверелыми белыми бандами генерала Красильникова.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кукӑр сӑмсаллӑ Людендорф генералӑн ватӑ, анчах та лайӑх ҫуса тасатнӑ пӗркеленчӗклӗ шупка-хӗрлӗ сӑн-пичӗ тӑпӑ та хаяррӑн курӑннӑ, тӑрӑ куҫӗсем унӑн сиввӗн пӑхнӑ; пӑтӑркка ӳтлӗ янахӗ сӑрӑ тӗслӗ сюртукӗн тӑратса янӑ ҫухи ҫине йӑтӑнса аннӑ.

Старческое, с чисто промытыми морщинами, с твердым, согнувшимся на кончике, носом, розовое лицо генерала Людендорфа было неподвижно и строго, в глазах — ясность и холод, лишь дряблый подбородок отечески лежал на стоячем воротнике серого военного сюртука.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑ вӑл пирӗн ҫине Деникин генералӑн шурӑгвардеецла ҫарӗсем хура пӗлӗт пек капланса килнӗ вӑхӑтра пулса иртет вӗт-ха!

И это в то время, когда белогвардейцы генерала Деникина подходят к городу.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тата Шатохин генералӑн именине туртса илнӗ те хресченсене валеҫсе панӑ теҫҫӗ.

Говорят, отобрали имение у генерала Шатохина и землю роздали крестьянам.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чичагов генералӑн кӑнтар енче ҫапӑҫакан ҫарӗ, Петербург енче ҫапӑҫакан Витгенштейн корпусӗ Наполеонӑн флангӗнчи корпуссене ывӑтса ярса, Березина шывӗ ҫине тухса, Наполеон ҫулне пӳлмелле пулнӑ.

Армия Чичагова, действовавшая на южном направлении, и корпус Витгенштейна, действовавший на петербургском направлении, должны были отбросить фланговые корпуса Наполеона, выйти к Березине, отрезать Наполеона от переправ.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ожеро генералӑн пӗтӗм дивизийӗ — 2000 салтакпа 60 офицер хӗҫпӑшалӗсене пӑрахнӑ.

Положила оружие целая дивизия Ожеро — 2000 солдат и 60 офицеров.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Даву генералӑн хыҫалтан хӳтӗлесе пыракан войскисем вырӑс ҫарӗсене чарас тесе тӑрӑшнинчен нимӗн та тухман, французсем хӑйсен орудийӗсене, ялавӗсене нумай пӗтерсе каялла чакнӑ.

Первая же попытка арьергарда под командованием Даву задержать преследующих стоила ему многих потерь людьми, орудиями, знаменами, и французы побежали дальше.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

«…Эпӗ корпус командирӗнчен аяккарах пыраттӑм, — тесе ҫырнӑ Раевский генералӑн адъютанчӗ, — яланах ӑшӑ кӑмӑллӑскер, эпӗ ҫар совечӗ мӗнле решени йышӑнчӗ тесе ыйтнине хирӗҫ вӑл нимӗн те чӗнмерӗ.

«… Я ехал в отдалении от командира корпуса, — писал адъютант Раевского, — недоумевая, почему он, всегда приветливый, сегодня не ответил мне на вопрос, что решил военный совет.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Кӗркуннехи тӗттӗм каҫхине, лагерьсенчен инҫетре, Дунай шывне хирӗҫле, туроксен разведчикӗсем ҫитме пултарайман вырӑна Марков генералӑн отрячӗ вӑрттӑн Дунай шывӗн сылтӑм енне каҫса кайнӑ.

Темной осенней ночью далеко от лагеря, вверх по течению Дуная, куда не добирались турецкие разведчики, скрытно переправился на правый берег отряд генерала Маркова.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫартан килекен хыпарсем тӗрӗсех мар, ҫав хыпарсем тӑрӑх Макк генералӑн ҫара хӑйӗн юлашки кунӗсенче ҫав тери хӑраса, нимӗн тума та пӗлменни сисӗнет…».

Все донесения неполные, противоречащие, носят на себе признаки смятения, знаменовавшего последние дни существования Макковой армии…»

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Кутузов вӗсене: Макк генералпа пӗрлешме манӑн Ульмӑна кайма та кирлӗ мар, Макк генералӑн хӑйӗн вырӑс ҫарӗпе пӗрлешмешкӗн Ульмӑран Браунау патне пымалла, тесе ответленӗ.

Кутузов ответил, что не он должен итти к Ульму на соединение с Макком, а Макк должен отходить от Ульма к Браунау навстречу русской армии.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫак хут татӑкне вӗсем Ильген генералӑн кабинетӗнчи ҫырмалли сӗтел ҫине, курӑнмалларах вырӑна хунӑ.

Эту записку положили на видном месте на письменном столе в кабинете генерала Ильгена.

Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пипер генералӑн виллине нимӗҫсем самолетпа Берлина ӑсатнӑ.

Мертвую тушу генерала Пипера немцы отправили самолетом в Берлин.

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пипер генералӑн штабри картти ҫинче вӑрманти эпир тӑракан квартала хӗрлӗ пӑнчӑпа паллӑ тунӑ.

На штабной карте генерала Пипера красной точкой был обозначен тот квартал леса, где мы находились.

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех