Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гвардирен (тĕпĕ: гварди) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матрос, салтак тата пӗр рабочи — хӗрлӗ гвардирен

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каярах, нимӗҫсем вӑхӑтӗнче, кашни кӗтесрех вилӗм кӗтсе тӑрса нервсем хӗрсе ҫитнӗ тапхӑрта, «Ҫамрӑк гвардирен» кам та пулин, чӑтаймасӑр, тенкелпе урайне шаккама тата хӑйӗн тӗрӗслӗхне ӗнентерме тытӑнсан, — Олег ун ҫине шӑтарас пек пӑхатчӗ те, кӑшт куларах: — Александр Македонский аслӑ полководец пулнӑ та, анчах мӗншӗн тенкелсене ватмалла-ха? — тесе асӑрхаттаратчӗ.

Позже, при немцах, когда нервы были накалены, а смерть сторожила из-за каждого угла, бывало, кто-нибудь из «Молодой гвардии» потеряет выдержку и начнёт кричать, доказывая свою правоту, — Олег, исхудавший, весь напрягшийся, блеснёт глазами и бросит с едва заметной усмешкой: — Александр Македонский великий был полководец, но зачем же стулья ломать?

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Эпӗ гвардирен, ав лерен.

— Я рядовой гарнизона вон оттуда.

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Панков ватӑ гвардирен, вӑйлӑ, ҫирӗп ҫын, ӑна яланах йывӑр ӗҫе лартаҫҫӗ, вӑл пултарать.

Панков из старой гвардии, человек сильный, твердый, его всегда на тяжелые участки ставят, и он справляется.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сӑнран пӑхса вӑл вырӑс ҫынни иккенне тавҫӑрса илме май пулман пулсан, ӑна нимӗҫ, е адъютант, е полкри квартермейстр (анчах апла пулнӑ пулсан унӑн шпорсем пулма тивӗҫ), е кампани вӑхӑтӗнче кавалерирен, пӗр-пӗр гвардирен ҫуран ҫара куҫнӑ офицер теме май пулнӑ пулӗччӗ.

Он должен был быть или немец, ежели бы не изобличали черты лица его чисто русское происхождение, или адъютант, или квартермистр полковой (но тогда бы у него были шпоры), или офицер, на время кампании перешедший из кавалерии, а может, и из гвардии.

2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫак офицер хӑйӗн хыттӑн туртӑнтарса ҫыхнӑ кӗлеткипе те лӑсканса пӗтнӗ, ытла шанӑҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗртерех сӑн-пичӗпе пруссен офицерӗсене аса илтерет, — вӗсене нимӗҫ карикатурисенче шӑпах ҫаплалла ӳкереҫҫӗ, — пехота полкне ӑна темле вӑрттӑнла-кӗрттӗнле шӑв-шавлӑ ӗҫшӗн гвардирен куҫарнӑччӗ.

Этот офицер, похожий своей затянутой фигурой и типом своего поношенного и самоуверенного лица на прусских офицеров, как их рисуют в немецких карикатурах, был переведен в пехотный полк из гвардии за какую-то темную скандальную историю.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Алексей Иваныч хӑть тата-ха: вӑл ҫынна вӗлернӗшӗн гвардирен кӑларса янӑ ҫын, вӑл ҫӳлти турра та ӗненмест; эсӗ тата мӗн хӑтланатӑн-ха?

Добро Алексей Иваныч: он за душегубство и из гвардии выписан, он и в господа бога не верует; а ты-то что?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ку ҫын юлташӗпе ҫапӑҫнӑшӑн гвардирен кӑларса янӑ офицер иккенне чухласа илтӗм эпӗ.

Я догадался, что это был офицер, выписанный из гвардии за поединок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗншӗн вара эсир гвардирен гарнизона куҫрӑр? — тесе татах ыйтрӗ вӑл.

Зачем изволили вы перейти из гвардии в гарнизон? — продолжал он».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех