Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗсене (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарласа, мӑйӑх вӗҫӗсене питшӑлли вӗҫӗпе шӑлкаласа, чей ӗҫсе киленчӗ Хура Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртсе ҫӳренӗ ҫӗрте чӑрмантарма пултаракан пралук вӗҫӗсене никама каламасӑр вӑшт-вашт авса, ура айне пулса чӑрмантаракан ӑпӑр-тапӑра илсе хурать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ухтеринов вара Семен Сергеевича парне — ҫухипе ҫанни вӗҫӗсене тӗрленӗ кӗпе тыттарчӗ те каллех ман ҫумма пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Пӗр 20 шӑчӑ ҫӗре чиксе лартса, вӗсен ҫӳлти вӗҫӗсене пӗрлештерсе ҫыхаҫҫӗ те ҫиелтен пӑлан тирӗпе витеҫҫӗ.

Воткнут штук 20 жердей, стянут их верхние концы веревкой, а сверху покроют жерди оленьими шкурами.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пилӗкне хӑй йӑлтӑр-ялтӑр пиҫиххи ҫыхнӑ та вӗҫӗсене хӑрах пӗҫҫи тӑрӑх ура пакӑлчакӗ патне ҫитиех усса янӑ; шарфе те пиҫиххи вӗҫӗсенчен кӗске мар — ҫӗре кӑшт ҫеҫ лекмест.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Курткипе ҫӑм кӗпин арки вӗҫӗсене тата пушмак кунчине те шашка тирӗпех ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь Алиса кӑмака ҫумӗнчи кравать ҫинче чӗрни вӗҫӗсене якатса ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Арӑмне ӗҫ патне пыма юрамасть вӗт ӑна, алли ҫуркаланма пултарать, вӑрӑм чӗрнисем хуҫӑлма пултараҫҫӗ, — тутӑр вӗҫӗсене кӑрт-карт турткаларӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗкленчӗ те хӑй ҫине пӑхрӗ, пӳрни вӗҫӗсене сурчӑкпа йӗпете-йӗпете чӗркуҫҫине сӑтӑрчӗ, кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ: «Чыслӑ тумтире ӑна тӑхӑниччен тӑхӑнманни ҫав, варланчӗ те, турранкилешшӗ».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗр ҫинче эс пур, ҫавӑнпа нихӑш арҫын та мана тивӗҫтереймест, — сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, хыпӑнчӑклӑн, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатрӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Аванкай мучи хӑй эштелне питӗ тӑрӑшса, вӗҫӗсене эрешпе илемлетсе тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чул хӳшше кӗрсен, пӗр хуллине ункӑ туса аврӗҫ те, вӗҫӗсене пӗрлештерсе, ҫыхса хучӗҫ….

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ме-ха, вӗҫӗсене шӗвӗртсе хур-ха ҫаксене.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Лӑкатӑп, лӑкатӑп, хӑма вӗҫӗсене хӗстерсе хумалли вырӑнӗсем кивелсе ҫӗрнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗрарӑмӗ симӗс пустав пуснӑ вӑрӑм аркӑллӑ, виҫеллӗ пальтопа; уринче — хура чусӑнкки; пуҫӗнчи шурӑ шел тутӑр вӗҫӗсене мӑйӗ тавра лӗнчӗр ҫавӑркаласа ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуҫӑк тӗнӗлӗн хӗрнӗ вӗҫӗсене, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыпҫӑнса ларччӑр тесе, сивӗничченех йывӑр мӑлатуксемпе туптама тиврӗ.

По раскаленным концам сломанных осей нужно было бить беспрерывно, чтобы они не остыли прежде, чем приварятся один к другому.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӗм вӗҫӗсене тавӑрчӗ те ямшӑк кӳме ҫинчен анчӗ, шӑммисем тухса тӑракан ырханкка лашана айӑкӗнчен ачашласа, асӑрханарах чӗлпӗртен тытрӗ:

Подвернув штаны, кучер слез с брички, погладил мимоходом костлявые взопревшие бока клячи и легонько взял ее под уздцы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан класс ҫине тарӑхнӑ куҫпа пӑхса илчӗ, кафедра еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ, кирлӗ пулман ҫӗртенех ҫанӑ вӗҫӗсене аллаппипе ҫапса силлерӗ те аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ.

Затем с суровым лицом повернулся к классу, шагнул к кафедре, без всякой надобности отряхнул манжеты и, заложив руки за спину.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех