Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнчен (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын йӗмне авалтан килти пиртен ҫӗленӗ пулнӑ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен вара ӑна шурӑпа хӗрлӗ йӑрӑмлӑ кӑвак улачӑран майлаштарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен пуҫласа музей Авалхи Тухӑҫра ӑсталанӑ ӳнер ӗҫӗсемпе артефакчӗсене туянма тытӑннӑ.

С конца XIX века музей стал приобретать произведения искусства и артефакты Древнего Востока.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Пӗр вӗҫӗнчен пӑхсан, тепӗр вӗҫӗ курӑнмасть — пирӗн ял тӑршшӗ!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял вӗҫӗнчен хӑвӑрт ҫывхаракан хыҫлӑ ҫунана таҫтанах асӑрханӑ пулмалла вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялӑн пӗр вӗҫӗнчен кӑшкӑрсан, тепӗр вӗҫнех илтӗнетчӗ унӑн хулӑн та янравлӑ сасси: «Пӗтеретӗп кулаксене!» — яла янӑрататчӗ ӳсӗрӗлсен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Коридор тепӗр вӗҫӗнчен ҫуйхашакан хӗрарӑмсемпе пӗрле хуҫи килнине курсан, крючниксем самантлӑха шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫикпа иккӗшӗ рама айне вырнаҫтарнӑ пӗренене ку вӗҫӗнчен пусрӗҫ, машина кӑштах ҫӗкленсен, ӑна хыҫалалла хирнӗ май: «Айта, туртӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ «Хӑравҫӑ Михаҫ».

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫанӑ вӗҫӗнчен хур ури пек хӗрелнӗ алли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кашни кун ӗҫ умӗн те, ӗҫ хыҫҫӑн та хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна хирӗҫ вӑрман леш вӗҫӗнчен хӗвел ташласа ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна тепӗр вӗҫӗнчен Рамана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑрлӑх вӗҫӗнчен пӑр айӗнчен аялалла шыв кӗрлесе анать.

На самом конце его из-под льда вытекает горный поток и мчится вниз.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

XX ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчен пуҫласа Анадырь хӑвӑрт аталанӳпа ӳсӗм тапхӑрне кӗнӗ, ҫакӑ тинӗс пунктне никӗсленипе ҫыхӑннӑ, 1961 тӗлне вӑл порт пулса тӑнӑ.

Анадырь вошёл в период быстрого развития и роста с конца 50-х годов XX века, это характеризовалось появлением морского пункта, который к 1961 стал портом.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен – XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен Чукоткӑра Раҫҫейӗн ытти пайӗнче пурӑнакансем тӗпленме тытӑннӑ, ҫакна пула чылай ҫӗнӗ посёлок йӗркелене пуҫланӑ.

С конца XVIII - начала XIX веков на Чукотке начинают обосновываться жители остальной части России, что способствует появлению многих новых посёлков.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Булавка вӗҫӗнчен 73 мм шутласа шӑтӑк тӑвӑр та, ҫав шӑтӑка карандаш лартса, тирсе лартнӑ булавка тавра ункӑ ҫавӑрӑр;

Проделайте в линеечке на расстоянии 73 мм от конца булавки отверстие, вставьте в него кончик карандаша и обведите ни вокруг воткнутой булавки окружность.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Март уйӑхӗ вӗҫӗнчен пуҫласа августа ҫитиччен тӑватӑ уйӑх пӗр вӗҫӗмсӗр каҫ тӑнӑ.

Непрерывная четырехмесячная ночь продолжалась с конца марта до августа.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫипӗн тепӗр вӗҫӗнчен ҫӗклесен, магнитланӑ пластинка малтан калле-малле ҫаврӑнкаланӑ, ҫаврӑнсан-ҫаврӑнсан чарӑнса тӑнӑ, унӑн пӗр вӗҫӗ ҫурҫӗр енне, тепӗр вӗҫӗ кӑнтӑр енне кӑтартнӑ.

Когда нитку брали в руку пластинка начинала качаться. После нескольких качаний она останавливалась — один конец ее указывал на север, а другой на юг.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапла, ялӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫнех ҫитрӗҫ мучипе заведующи.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл алкум вӗҫӗнчен анчӗ те сарай ҫумне тӗрентерсе хунӑ пусмана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпир февраль уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа паянхи кунччен пӗр ывӑнмасӑр тетелсем – хамӑр салтаксене упракан хатӗрсем («леший» ятлӑ ҫиелтен витмелли накидкӑсем, шлем ҫийӗнчен тӑхӑнмаллисем) ҫыхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех