Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗмренех (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танк башни пӗр вӗҫӗмренех ҫавӑрӑнса тӑрать.

Башня танка непрерывно крутилась.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кларк виҫӗ хутлӑ пӳрт ҫӳлӗшӗнчен сикме, пулӑ пекех ишме, чӑмма, юр тӑрӑх йӗлтӗрпе вирлӗ ҫӳреме, тусем йывӑҫсем ҫине калама ҫук хӑвӑрт хӑпарма, вӗҫӗмренех виҫшер талӑк ҫимесӗр пурӑннине те вӑй-хала ҫухатмасӑр ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме, шӑрӑх ҫанталӑкра нумай вӑхӑт хушши ӗҫмесӗр пурӑнма, эрехе тӳрех пӗрер стаканшарӑн пушатма хӑнӑхнӑ.

Он умел прыгать с высоты трехэтажного дома, плавать и нырять, как рыба, быстро ходить на лыжах по снежной целине, превосходно лазить по скалам и деревьям, легко, не теряя сил, голодать по трое суток кряду, стойко переносить длительную жажду, пить водку стаканами.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӑл пӗрмаях пӗшкӗне-пӗшкӗне илнӗ, ҫул ҫинчен пӑрӑна-пӑрӑна тухнӑ, пӗр вӗҫӗмренех уласа тӑракан бомбӑсем тӳрех хӑй ҫине килнӗ пек туйӑннӑ ӑна.

беспрестанно сторонился и нагибал голову, как будто все бомбы и ядра, уже очень часто свистевшие тут, летели прямо на него.

21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӗсем урисене салтаҫҫӗ те тумтирӗсене хывса пӗр вӗҫӗмренех вӑрҫӑлла, лапталла, чышкӑлла (ҫӗр очко шутласа кӑлариччен) тата вуникӗ патакла выляҫҫӗ.

Разувались, снимали пиджаки и куртки и заводили бесконечные игры в войну, в лапту, в чижи на счет до ста очков, в городки на двенадцать фигур.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лури пӗр вӗҫӗмренех ӑна лӑкаса тӑчӗ, горелка хӗрсе кайрӗ, хӗрлӗ хӗлхемсем ун тӑрӑх чупа-чупа иртрӗҫ.

Лури всё подкачивал его, горелка раскалилась, красные искорки стали перебегать по ней.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен хушшинче капитан пулман, анчах та чун хӑратмӑш дневникре пӗр вӗҫӗмренех ун ҫинчен асӑннӑ, унӑн сӑмахӗсене кӗртнӗ, унта вӗсем капитан пурнӑҫӗшӗн ҫунни, хӑрани те паллӑ!

Среди них не было капитана, но этот страшный дневник был полон им — его словами, любовью к нему и опасениями за его жизнь!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: утма та аран-аран кӑна уткалать, пӗр вӗҫӗмренех ҫынсенчен уйрӑм ларать.

Да и вообще он стал какой-то странный: походка нетвёрдая и сидит всё время в стороне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗҫӗмренех манран ялта мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗпчесе ларчӗ, — ыйтать те ответне хӑех парать.

Она все спрашивала меня, как нам жилось в деревне, – спрашивала и сама же отвечала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑрахут ҫинче вӑл вӗҫӗмренех шухӑшласа пычӗ — куҫхаршисене сиккелентерчӗ, пуҫне пӑркаларӗ, — хӑй ӑшӗнче кӑна такампа ятлаҫрӗ пулас.

На пароходе она все думала – поднимала брови, покачивала головой, – должно быть, спорила с кем—то в уме.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне вӗҫӗмренех калаҫрӗ, атте вара пӗр чӗнмесӗр, ӳсӗре-ӳсӗре, хутран-ситрен кӑна мӑйӑхне шӑлкаласа апат ҫисе ларчӗ.

Мать говорила и говорила, а он молча ел и только откашливался изредка да вытирал усы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех