Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерӗ (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам сӑвӑрса ӑна вӗҫтерӗ Ним юлмиччен йӑлт тасатма?

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юнкун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ.

В среду опять прогнозируют снегопад, и метель.

Кӗркуннен юлашки уйӑхӗнчех хӗл ларать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33322.html

Тӑрӑшни харама каймарӗ терӗ Том, мӗншӗн тесен халӗ, хуть те вӗлер, Салли аппа тӗрӗс шутласа кӑлараймасть, йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗ вӑл; тӗрӗс шутласан та хӑйне хӑй ӗненмест; тата пӗр-ик кун ҫак ӗҫпе аппалансан, пуҫӗ йӑлт ҫаврӑнса каять унӑн; вара вӑл ҫав ҫӗрҫӑтман кашӑксене шутлама пӑрахӗ, кам та пулин ҫакна тепӗр хут тума ыйтас пулсан та, лайӑх кӑна сӑсӑл вӗҫтерӗ.

Том сказал, что для такого дела стоило потрудиться, потому что ей теперь этих ложек ни за что не сосчитать, хоть убей, — все будет сбиваться; и правильно сочтет, да себе не поверит; а еще денька три посчитает — у нее и совсем голова кругом пойдет, тогда она бросит считать эти ложки да еще пристукнет на месте всякого, кто только попросит их сосчитать.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах тата ҫапла та шутлатӑп: кӑштах тӗлӗрсе кайсан та вӑл, хура ҫӗлен хӑйӗн тирӗнчен шӑвӑнса тухнӑ пек, хӑйӗн юбкинчен шуса тухӗ те ҫаппа-ҫарамасах вӑййа вӗҫтерӗ.

Но я так думаю, что ежели трошки придремать, так она, как гадюка из своей шкуры, так и она из собственной юбки выползет и телешом, в чем мать родила, увеется на игрища.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫумӑр ҫӑвӗ, юр вӗҫтерӗ - пирӗншӗн вӑл пурпӗрех: тарӑн та таса ҫӑлкуҫӗ таптӑр ӗмӗрех», - пуҫран каймаҫҫӗ ырӑ туйӑмлӑ юрӑ сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех