Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтермелле (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑррӑмсене анчах ытларах та аяккарах вӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ним тума та аптранӑ Пӗчӗкҫеҫ принцӑн пуҫӗнче пӗртен-пӗр шухӑш ҫуралчӗ: кунтан халех тухса вӗҫтермелле!

И Маленький принц отправился дальше, растерянный и недоумевающий.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Сирӗн вырӑнта пулсан хӑш-пӗрисем тахҫанах райцентра вӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл тепӗр хӑрушӑ япала шутласа кӑлариччен киле вӗҫтермелле мар-и?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Укахви пулсан, чӑтса тӑрас ҫук, тухмалла та вӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗсье хулӑнланни укҫа-тенке ҫилпе вӗҫтермелле тенине пӗлтермест: пысӑк япала туянма сӗнмеҫҫӗ.

Улучшения в финансовой сфере не повод разбрасываться деньгами – от крупных покупок желательно воздержаться.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Санӑн ӗнтӗ, Гридин, — терӗ вӑл хӑйӗн ординарецне, — тепӗр отряда вӗҫтермелле пулать.

А тебе, Гридин, — обратился он к своему ординарцу, — придется в другой отряд сгонять.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫапла вара, мадьярсене ҫапӑҫӑва хӗтӗртсе пыракан нимӗҫ салтакӗсен хӑйсен те ик урана ҫӗре лектермесӗрех каялла вӗҫтермелле пулчӗ.

Так немцам, гнавшим в бой мадьяр, самим пришлось бежать с проворством.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Календарь тӑрӑх шутласан, асар-писер ҫил-тӑман вӗҫтермелле, анчах Украинӑри хӗл пӗр тикӗс тӑмасть — чӳречерен те юр, те ҫумӑр сапать, ҫавӑнпа та кӗркуннехи пек йӗпе кантӑксем, ҫил пырса ҫапнипе, хурлӑхлӑн янӑраса чӗнеҫҫӗ.

По календарю полагается бушевать метелям, но украинская зима нестойкая — в окно бьет не то снег, не то дождь, и стекла, по-осеннему мокрые, простуженным дребезжаньем отзываются на удары ветра.

Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Иван Бабушкин та ыттисем пекех хӑйӗн инструменчӗсене пуҫтарать, — илмелле те ӗҫ укҫи хӑвӑртрах вӗҫтермелле киле.

Иван Бабушкин прибрал инструменты.

Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тепӗр кунне манӑн ҫирӗм пилӗк ҫынна самолёт ҫине лартса вӗҫтермелле пулчӗ.

На другой день я должен был покатать на самолете двадцать пять человек.

Мотор ӑса вӗрентрӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Эсӗ ачасене пух-ха, ҫул пӑрӑннӑ ҫӗре тӳррӗн чупса тухса, ҫӑкӑра ҫул ҫине пӑрахмалла та, каялла вӗҫтермелле.

Собери-ка ребят, надо наперерез бежать за поворот, бросить там на дороге, — и ходу!

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Кунтан хӑвӑртрах тасалсан аван пулӗччӗ пире, хамӑрӑн мӗн пуррине илсе, ирхине виҫӗ сехетсенче тухса шӑвӑнмалла та анаталла вӗҫтермелле.

— Хорошо бы нам убраться отсюда пораньше, часам к трем утра, да поскорей удрать вниз по реке с тем, что у нас уже есть.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тен, пӗр-пӗр пысӑк завода вӗҫтермелле?

А может, лучше махнуть на большой завод?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нимӗҫсене хальтерех хуса ямасан, пирӗн е Екатеринослава, е Ростова вӗҫтермелле пулать, унсӑрӑн пырсенчен ҫавӑрса тытӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫакса хурӗҫ, ӑна кӗтсех тӑр.

Ежели немцев не попрут вскорости, придется нам в Екатеринослав аль в Ростов навертывать, а то возьмут за жабры и подвесят между небом и землей, как пить дать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах унтах Ингулова пулӑшма пит те маттур пионер — кубанец Лыбатька сиксе тухрӗ те, Владикӑн аяккалла вӗҫтермелле пулчӗ.

Но тут на помощь Ингулову выглянул здоровенный пионер, кубанец Лыбатько, и Владику пришлось уносить ноги подальше.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ӗннӗ шӑршӑ кӗме пуҫларӗ, апла пулсан, пирӗн кунтан пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тухса вӗҫтермелле.

Запахло жареным, и нам надо убираться отсюда, пока не поздно.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ унашкал ҫӳремеҫҫӗ тенине илтнӗ вӑл: халӗ ҫил пек вӗҫтермелле!

А теперь, слышал он, так не ездят: надо скакать сломя голову!

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех