Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтеретӗп (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Йӑпӑр-япӑр лашана ҫавӑратӑп та магазин еннелле сиккипе вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Хӑй урхамахпа вӗҫтеретӗп, тет.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Билетне ӗнерех илнӗ — тепӗр сехетрен автобус ҫине ларатӑп та ялалла туттут-тут! вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӑш-пӗр тӑвансемпе курса калаҫатӑп та, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта тухса вӗҫтеретӗп», — хутран-ситрен ҫапла та шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Яла ҫитсен, хамӑн хурҫӑ урхамаха гаража лартатӑп та тӳрех Укҫук кинеми патне вӗҫтеретӗп, газ плити ҫинче ӑна чӑх шӳрпи пӗҫерсе ҫитеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Вӑт сана хыт кукӑль, — пӗрре шеллӗн, тепре ӳпкевлӗн вӗҫтеретӗп сӑмахӑмсене машина хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Обязательнӑ унӑн портретне ӳкеретӗп, ыранах Шуршӑла тухса вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫавӑнпа хӑш чухне сывлӑм типсенех ҫӑпата сырса яратӑп та вӗҫтеретӗп кӑна!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗҫтеретӗп малалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ачасем шкултан тухсан, Катя патне вӗҫтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫав таран мӑн кӑмӑллӑ-ҫке — хамӑн иккӗленӗве кӑтартмарӑм, ҫапларах уйлантӑм: енчен те атте манпа пӗрле ӗҫлесе йӑлӑхмаллипех йӑлӑхать тӗк — ура айне лекнӗ малтанхи сукмакпах тухса вӗҫтеретӗп.

Я был настолько горд, что не показал этого, — я думал, что, если отец тяготится мною, лучше всего уходить в первую дверь.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Ахӑртнех, эпӗ тӗрме канцелярине тӗплӗ докладпа вӗҫтеретӗп.

— Наверное, я побегу в тюремную канцелярию с подробным докладом.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗҫтеретӗп!

— Тикаю!

Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хӑмӑр хушша кӗскетес тата тӑшман самолечӗ айнелле пырас тесе, самолета вӗҫме пултарнӑ таран вӗҫтеретӗп.

«Выжимаю» из машины максимальную скорость, стараясь сократить расстояние и подойти под вражеский самолёт.

16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗҫтеретӗп ҫав!

Хорошо!

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ облигаципе пилӗк пин выляса илтӗм; акӑ, тытатӑп та санаторине вӗҫтеретӗп.

Я по облигации пять тысяч выиграл: возьму вот и уеду в санаторию.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Каялла ҫаврӑнатӑп, сулахаялла вӗҫтеретӗп.

Вертаюсь, скачу налево.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ҫыран тӑрӑх сылтӑмалла вӗҫтеретӗп.

Скачу по берегу вправо.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Вӗҫтеретӗп, Алексей Николаевич!

— Еду, Алексей Николаевич!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех