Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтеретӗн (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппапа пӗрле урай шӑлма тытӑнаттӑм, анчах вӑл, ҫӳп-ҫапа тӗпелелле вӗҫтеретӗн тесе, манран шӑпӑра туртса илетчӗ те пытарса хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ух, ҫил пек вӗҫтеретӗн, аран хӑваласа ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑҫта вӗҫтеретӗн эсӗ, атаман? — ыйтрӗ Егор, Ленькӑна чарса.

— Ты куда это, атаман, пылишь? — останавливая Леньку, спросил Егор.

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ҫитӗ ӗнтӗ страус пулма, — терӗ анне, — тусан вӗҫтеретӗн, — терӗ.

А мама сказала, что уже довольно страуса, а то я очень пыль поднимаю.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Пулкалатчӗ, ӑйӑр ҫине йӗнерсӗр-мӗнсӗр сиксе ларатӑн та вӑрманалла вӗҫтеретӗн, пуля шӑхӑрать, пуля чӑйлатать…

 — Бывало без седла на жеребца вскочишь и пошел в лес, а пуля жужжит, а пуля свиристит…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Михӗсем ҫитмеҫҫӗ пирӗн, ҫавӑнпа кладовщик резолюци пирки калаҫнӑ та вӑл, эсӗ кӗтес ҫук, киле вӗҫтеретӗн тесе шухӑшланӑ.

Тары у нас не хватает, вот кладовщик и мудрил насчет резолюции — думал, ты домой смотаешься, ждать не будешь.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех