Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерем (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Униҫҫе патне вӗҫтерем.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Вӗҫтерем — лӑплантарам ӑна!

Побегу успокаивать его.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эс, Шамшутдин, килнех уттар, эп Ҫӗнӗ Мӑрата вӗҫтерем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мана эсир лаша парӑр та, эпӗ Будённый патне вӗҫтерем.

Дайте мне лошадь, я к Буденному поскачу.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

— Пӗр виҫ эрнелӗхе тухса вӗҫтерем, — терӗ Ваҫҫук ҫине ӑшӑ та кӑмӑллӑ куҫпа пӑхса.

— Недельки на три укачу, — говорил он, глядя на Васька теплыми, озабоченными глазами.

10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эсир кайӑр, унччен Кочетова тустарӑр, эпӗ юланутпа Дубянскине вӗҫтерем.

Идите пока кончайте Кочетова, а я побегу верхи в Тубянской.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех