Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренттӗр (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам вӗренттӗр ӑна чӑвашла.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑнне хам пӗлетӗп, ҫӑмарти чӑххине ан вӗренттӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ӗҫлеме тытӑнсанах Галимджан ҫапла шутланӑччӗ: Нилов ӑна вӗрентме килӗшес ҫук, вӑл унпа килӗштерсе ӗҫлес ҫук, мӗншӗн тесен хӑйӗн вырӑнне юлакан ҫынна мӗнле тимӗрҫӗ ыр кӑмӑлпа вӗренттӗр?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Любовь Ивановна килме пултарать — студента прививка тума вӗренттӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Михала валли — ҫул уҫӑ: хулара усрамалӑх укҫа ҫителӗклӗ, вӗрентӗр, ҫын пултӑр, ыттисене те ӑса вӗренттӗр учителе тухсан, тӗттӗм халӑха пӗлӳ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эрех ӗҫме ан вӗренттӗр Аньӑна.

Не приучила бы Аню к алкоголю.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Упӑшкам пӗр ҫулталӑк килте пулмарӗ, кам вӗренттӗр мана?

Мужа целый год дома не было, кому меня учить?

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Вӑл хӑйӗн хӗрачисене вӗренттӗр, пире вӗрентекенни Карл Иваныч та пур».

— Пускай она учит своих девочек, а у нас есть на это Карл Иваныч».

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виктор Сергеевича кайса тархаслас тетӗп, пирӗн ҫынсене кӑмака тума вӗренттӗр.

Вот я и хочу Виктора Сергеевича просить поучить людей наших печи ставить.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ан тив, пире вӑрҫӑ ӗҫне вӗренттӗр, тет, штабра ӗҫлетӗр…

Пусть, говорит, учит нас военному делу, в штабе работает.

XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ман шутпа, Стронский, ҫав Фесенкона Балабан майор патне ярас пулать, ан тив вӑрҫӑра хӑйне мӗнле тытма вӗренттӗр вӑл ӑна.

По-моему, Стронский, отправить этого Фесенко к майору Балабану, и пусть он научит его, как надо вести себя на войне.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Майне пӗлсен, вӑл хӑй те ҫакӑнта ӗҫлесе пӑхнӑ пулӗччӗ, анчах кам вӗренттӗр ӑна ҫак ӗҫе!

Если бы он хоть чуточку умел, непременно бы попробовал себя в этом ремесле, однако кто его обучит этому?

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ырри ырра вӗренттӗр.

Пусть он на меня равняется.

Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

— Кам вӗренттӗр вӗсене?

— Кто их научит?

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ыран Фицхалауров патне каятпӑр, ан тив, пире, шеремет ҫурисене, ӑса-пуҫа вӗренттӗр

Поедем завтра к Фицхелаурову, нехай нас, горемык, уму-разуму поучит…

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ман шухӑшӑмпа ҫынсене колхоза акӑ мӗнле пӗрлештермелле: кам ӗҫчен тата выльӑх-чӗрлӗх тытать — ҫавсене пӗр колхоза, чухӑннисене — тепӗр колхоза, пуяннисене — каламасӑрах паллӑ, чи кахаллисене вара ялтан кӑларса ямалла, вӗсене ГПУ ӗҫлеме вӗренттӗр.

В колхоз надо, по-моему, людей так сводить: какие работящие и имеют скотину — этих в один колхоз, бедноту — в другой, зажиточных — само собой, а самых лодырей на выселку, чтобы их ГПУ научила работать.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫук, луччӗ килӗнчех лартӑр, Туркменирех, ан тив пирӗн утлӑ ҫар валли хӑйсен ҫивӗч ахалтекинӗсене ҫӳретме вӗренттӗр.

Нет, лучше не надо, пусть уж сидит себе в Туркмении, объезжает горячих ахалтекинцев своих для нашей конницы.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрле пухӑнсассӑн пӗри Турра мухтаса юрлатӑр, тепӗри вӗренттӗр, хӑшӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫтӑр, хӑшӗ Турӑ пӗлтернине каласа патӑр, хӑшӗ ӑнлантарса патӑр, — пӗтӗмпе ҫакӑ ыттисене усӑ кӳтӗр.

Когда вы сходитесь, и у каждого из вас есть псалом, есть поучение, есть язык, есть откровение, есть истолкование, - все сие да будет к назиданию.

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ӗнтӗ итлӗр, хӗрарӑмсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ӑна хӑлхӑра тайса итлӗр; хӗрӗрсене те хӳхлеме вӗрентӗр, пӗри тепӗрне хӳхлев юррисем вӗренттӗр: 21. пирӗн чӳречесенчен вилӗм кӗрет, пирӗн керменсене кӗрсе каять, вӑл ачасене урамра, яш-кӗрӗме уҫӑ вырӑнта пӗтерсе тӑкасшӑн.

20. Итак слушайте, женщины, слово Господа, и да внимает ухо ваше слову уст Его; и учите дочерей ваших плачу, и одна другую - плачевным песням. 21. Ибо смерть входит в наши окна, вторгается в чертоги наши, чтобы истребить детей с улицы, юношей с площадей.

Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Патша ҫын янӑ та унӑн тӑллине хывтарнӑ, халӑхсене тытса тӑраканӗ ӑна ирӗке кӑларнӑ; 21. ӑна хӑйӗн килӗ-ҫуртӗнче асли туса хунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине пӑхса тӑраканӗ тунӑ: 22. патша улпучӗсене хӑй кӑмӑлне кайнӑ пек ӑс патӑр, аслӑ ҫыннисене ӑслӑлӑха вӗренттӗр тенӗ.

20. Послал царь, и разрешил его владетель народов и освободил его; 21. поставил его господином над домом своим и правителем над всем владением своим, 22. чтобы он наставлял вельмож его по своей душе и старейшин его учил мудрости.

Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех