Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентнипе (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ҫитсенех, Ҫӗпӗр ҫыннисем вӗрентнипе, тайгари ҫырмасем тӑрӑх ҫӳресе, ылтӑн шырама шутланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗне сӑвакансем вӗрентнипе ҫеҫ «вӑкӑр хуҫи» унпа пӗр чӗлхе тупнӑ: малтан апат лайӑх ҫитермелле, кайран йӑпатса, ачашласа кирлӗ ӗҫсене тумалла.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Паянхи кун та шкулти педагогсем ачасене вӗрентнипе пӗрлех тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Шкулта ачасене вӗрентнипе пӗрлех ялти ҫынсем хушшинче хутпӗлменлӗхе пӗтерме ҫине тӑрса тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак сӑмахсене пурне те ашшӗ ҫул ҫинче вӗрентнипе каланӑччӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӑлхавҫӑсем йышлӑн пуҫтарӑнсан тахӑшӗ Мамич-Бердей вӗрентнипе сӑмах та каларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑянамӗ вӗрентнипе хаяр курӑкӗ те нумай ҫирӗ ӗнтӗ Эрнепи унтан хӑтӑлас тесе, хире тухса хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хутчен ҫаврӑнса хаяр укҫи те ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав вӗрентнипе хӗрӗсем кунӗн-ҫӗрӗн парне хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ӗнтӗ, пӗчӗк учительница вӗрентнипе, пур саспаллисене те ҫырма, вулама пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем калаҫнине илтсе тата Ульти вӗрентнипе чӑвашла перкелешме тытӑннӑ вӑл.

Чутко прислушиваясь к их речи, он быстро усваивал ее и уже довольно бойко разговаривал со сверстниками по-чувашски.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алюнов пире кураймасть, эпир те вӑл вӗрентнипе нихҫан та килӗшес ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Дарвин тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пуҫланса кайни тӗн вӗрентнипе пачах килӗшсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулари рабочисем 1905-мӗш ҫулсенче Ленин вӗрентнипе рабочисемпе хресченсен совечӗсене тума тытӑннӑ сас та илтӗннӗ хӑш чухне, анчах Николаев вӗрентнӗ тӑрӑх ырӑ ҫынсенчен ҫӗнӗ старшинапа старостӑсене суйланипех ҫырлахмалла иккен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: пур ҫӗрте те тӳлевсӗр вӗрентнипе, ҫамрӑксене пурне те обязательнӑй йӗркепе вӑтам пӗлӳ панипе, вӗренӗве пурнӑҫпа, производствӑпа ҫыхӑнтарса, профессипе техника пӗлӗвӗсем, специальнӑй вӑтам тата аслӑ пӗлӳ парас ӗҫе анлӑ аталантарнипе; заочно тата каҫхине вӗрентессине аталантарнипе; вӗренекенсемпе студентсене государство стипендийӗсем тата ҫӑмӑллӑхсем панипе; шкул учебникӗсене тӳлевсӗр панипе; шкулта тӑван чӗлхене вӗренме май панипе; харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренме условисем туса панипе.

Это право обеспечивается бесплатностью всех видов образования, осуществлением всеобщего обязательного среднего образования молодежи, широким развитием профессионально-технического, среднего специального и высшего образования на основе связи обучения с жизнью, с производством; развитием заочного и вечернего образования; предоставлением государственных стипендий и льгот учащимся и студентам; бесплатной выдачей школьных учебников; возможностью обучения в школе па родном языке; созданием условий для самообразования.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Ҫакӑ, паллах, аслисем ӑс панипе, хӑтӑрса вӗрентнипе вӑраххӑн пулса пычӗ, хӑрушӑ чару тӗсне куҫрӗ, унтан вара, ял ҫинчи калаҫупа, ырӑ мар сӑмах-юмахпа вӑйланнӑскер, ачапча ӑсне матроспа унӑн килӗнчен хӑрама хистекен туйӑм пулса кӗрсе юлчӗ.

Совершилось это, разумеется, постепенно, путем внушения и окриков взрослых приобрело характер страшного запрета, а затем, усиленное пересудами и кривотолками, разрослось в детских умах страхом к дому матроса.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хуҫана вӑл мана кимӗ тума пулӑшма кӑмӑл тунишӗн тав турӑм, унтан Англие таврӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсене гуигнгнмсен мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панипе, гуигнгнмсен ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫӗсенчен этем йӑхне пример илме вӗрентнипе пысӑк усӑ тума шутлани ҫинчен каласа патӑм.

Затем я поблагодарил хозяина за предложение оказать мне помощь в постройке лодки и сказал, что если возвращусь в Англию, то надеюсь принести большую пользу своим соотечественникам, восхваляя достославных гуигнгнмов и выставляя их добродетели как образец для подражания человеческому роду.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫаксем ӗнтӗ эсир ҫынна юратмалла, йӗркеллӗ пулмалла, ҫын тени сӑваплӑ пулма тивӗҫ тесе вӗрентнипе питӗ япӑх килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Всё это плохо гармонирует с вашей проповедью человеколюбия, воздержания и целомудрия.

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ ӗнси ҫинче те палӑрать; вӑл, ларкӑч ҫинче ларса пынӑ май, манпа ҫав тери калаҫу пуҫласа ярасшӑн, анчах та сӑмаха эпӗ малтан пуҫласа ярасса кӗтсе, лашасене темӗн шӑппӑн мӑкӑртатнипе е вӗрентнипе, тепӗр чухне тата тӑрӑхласа каланипе ҫырлахать.

С неудовольствием, выражавшимся даже на его затылке, сидел он на козлах и страх желал заговорить со мной, но, в ожидании первого моего вопроса, ограничивался легким ворчаньем вполголоса и поучительными, а иногда язвительными речами, обращенными к лошадям.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Ҫакӑ ватӑ ӑстаҫӑ Анна Филипповна Савельева вӗрентнипе пулнӑ.

Таким был урок пожилой мастерицы Анны Филипповны Савельевой.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

— Шутласа пӑхсан ҫавӑн пек тухать, анчах Христос вӗрентнипе, сирӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхатӑп та, сире хӗрхенсех каятӑп, турӑ ҫыннисем…

— Расчет так велит, а по христианству своему, как о вас подумаю, жаль берет за вас, православные…

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех