Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентни (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятлани, пурнӑҫа вӗрентни, вӗсемшӗн кулянни те, йывӑр вӑхӑтра хавхалантарни-пулӑшни те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Анчах вӑхӑт ҫитсен, Коперник вӗрентни тӗрӗс пулнине пурин те йышӑнмалла пулнӑ.

Но пришло время, когда все должны были признать правильность учения Коперника.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Коперник вӗрентни халӑх чиркӗве шанассине, турра ӗненессине пӗтерет.

Учение Коперника подрывало доверие к церкви и веру в бога.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл пӗлӗт ҫинчи ҫутатакан япаласене сӑнаса пырса, Хӗвел Ҫӗр тавра ҫавӑрӑнать тесе чиркӳ вӗрентни тӗрӗс маррине кӑтартса панӑ.

Из наблюдений небесных светил он пришел к мысли, что учение церкви о движении солнца вокруг земли неправильно.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫавӑнпа та ачасене ачаранах сывлӑха сыхлама вӗрентни питӗ кирлӗ.

Поэтому очень важно учить детей с самого детства бережно относиться к своему здоровью.

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... mi-3372821

Ачана хӑй таврашӗнчи ҫынсемпе туслӑ та килӗштерсе пурӑнма вӗрентни питех те кирлӗ.

И важно научить ребенка умению дружить и жить в согласии и понимании с окружающими его людьми.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rl-3388963

Туслӑх теми кирек хӑш ҫулти ҫыншӑн та пӗлтерӗшлӗ.Туслӑх мӗн пӗчӗкренех хаклине ӑнланма вӗрентни питӗ кирлӗ.

Тема дружбы актуальна для человека в любом возрасте.Очень важно научить понимать ценность дружбы с самого раннего возраста.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rl-3388963

Ашшӗпе амӑшӗ ачаран ӗҫе хӑнӑхтарни, йывӑрлӑха парӑнтарма вӗрентни стройотрядра питех те кирлӗ пулнӑ ҫамрӑка.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ачасене шывра ташлама вӗрентни сывлӑхшӑн питӗ паха.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Питӗ савӑнтарать ҫакӑн пек проект ҫут тӗнчене килекен паттӑра, чӑнласах та, тӑван тӑрӑха, тӑван чӗлхене юратма вӗрентни.

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Ача чухне Пинер вӗрентни хӗр-полковнике ҫав тери юрарӗ: унӑн хӗҫӗ ҫӗлен пек авкаланса кӑна тӑчӗ, драгуна чӗрӗмлӗх те канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ вӗрентни — Липӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр аслӑ шкулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ҫамрӑк ӑрӑва тӳлевсӗрех вӗрентни тата?..

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Йывӑҫа чӗрӗ чух ав, ачана пӗчӗккӗ чухне ӑс пар», «Ваттине тӗрев — туя, ҫамрӑккине — ӑслӑлӑх», «Пиҫмен» ӑс-тӑна хуранта вӗретсе пӗҫереймӗн», «Ухмаха вӗрентни — тӗпсӗр каткана шыв яни»…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куҫа амантни вӑл вӗрентни мар!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Аслӑ ӑрӑвӑн пултарулӑх вӑй-хӑватне ӳстерсе пыни тата аталантарни, компьютера алла илме вӗрентни тата финанс пӗлӗвне ӑса хывтарни, физкультурӑпа тата спортпа туслашни, хӑйсен ҫулӗсенчи тантӑшӗсемпе хутшӑнни, общество тата волонтер ӗҫ-хӗлне явӑҫни сывӑ вӑрӑм ӗмӗр майӗсене йӗркелеҫҫӗ.

Развитие творческого потенциала старшего поколения, обучение азам компьютерной и финансовой грамотности, занятия физической культурой и спортом, общение со сверстниками, вовлечение в общественную и волонтерскую деятельность ведут к здоровому долголетию.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Амӑшӗ те, килте ӗҫлекен кирлӗ тесе, хӗрне вӗрентесшӗнех пулмарӗ, ӑна шкула яма ҫынсенчен те именчӗ, пачӑшкӑ та, Вознесенский атте: — Хӗрарума хотла вӗрентни — хӑйӑртан вӗрен явни ҫеҫ вӑл, ҫилуха кӗни кӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавна Ленин вӗрентни хыҫҫӑн каякан революционер тӑвать иккен!

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ку тӗлӗшпе, Абдул, сана ҫын вӗрентни кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫын калани, ҫын вӗрентни — кирлӗ япала, анчах ху шыраса тупни, ху тавҫӑрса илни хаклӑрах-ҫке.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех