Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентессишӗн (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хастар арҫын ачисене вӗрентессишӗн те тӑрӑшнӑ.

Мужчина был активистом, работал и обучая детей в школе.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Вӑл вӗрентессишӗн те питӗ тӑрӑшатчӗ, - аса илчӗ ачалӑхне Виталий Максимов.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗллевпе ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентессишӗн хыпса ҫунать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Пуринчен те ытларах эпӗ Олега тӗрӗссине ҫеҫ, чӑннине ҫеҫ калама, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма, тӗрӗслӗхпе суялӑх мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме вӗрентессишӗн тӑрӑшрӑм.

Но более всего я старалась внушить Олегу быть правдивым и честным, сознательно относиться к правде и к неправде.

Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Шофер хӑйӗн помощникӗпе килӗшетчӗ темелле ӗнтӗ, анчах мана темшӗн машинӑпа ҫӳреме вӗрентессишӗн пӗрре те тӑрӑшмастчӗ.

Шофёр был доволен своим помощником, но учить меня управлять машиной не хотел.

Аэродром ҫинчи конюх // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫичӗ ачапа тарса юлнӑ мӑшӑрӗ Евдокия Захаровна тӗпренчӗкӗсене вӗрентессишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

39. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ӑнлантарса вӗрентессишӗн тӑрӑшӑр, ыттисем пӗлмен чӗлхепе калаҫма та ан чарӑр.

39. Итак, братия, ревнуйте о том, чтобы пророчествовать, но не запрещайте говорить и языками;

1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех