Шырав
Шырав ĕçĕ:
Педагогсен шучӗпе ӗҫлӗ воспитани шкул ачисене ӗҫе хисеплеме вӗрентессе, тунӑ ӗҫ савӑнӑҫпа мӑнаҫлӑх кӳрессе шанаҫҫӗ.
Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073
Вӗрентессе вӗрентмеллех вӗсене, анчах вӑрҫмалла мар.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Вӗрентессе вара Праски питӗ те тӑрӑшса, лӑпкӑ-йӗркеллӗ калаҫса вӗрентет.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Тӗрӗссипе, мана ҫакӑн пек тӑрӑшса вӗрентессе шанманччӗ те.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эппин, Мила ӑна ҫӑмӑл ҫулпа ҫӳреме вӗрентессе кӗтсе тӑрӑп-и эпӗ?Так неужели буду ждать, пока Милочка научит его по легкой дорожке ходить?
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Каштанкӑна эпӗ хам тупнӑ, вӗрентессе те хамах вӗрентнӗ, циркра та пӗрле хамах тухнӑ.
Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Хӑш чухне вӑл вӑрҫма та, чӑкӑлташма та юратать, анчах вӗҫессе вара калама ҫук аван вӗҫет, вӗрентессе те лайӑх вӗрентет, теҫҫӗ.Бывает иногда грубоват и вспыльчив, но зато хорошо летает и отлично учит.
10. Малтанхи учительсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӗрентессе вӑл питӗ лайӑх вӗрентетчӗ: вӗренӳ ачасемшӗн кӗске вӑхӑтрах пурнӑҫри чи интереслӗ ӗҫ, чи пысӑк савӑнӑҫ пулса тӑчӗ.
61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗрентессе каҫхине вӗрентен.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эсӗ ку предметсене вӗрентессе, тупата, эпӗ нихҫан та шутламан…— Никогда бы не подумал, что ты станешь обучать этим предметам…
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Вӑл хӑйӗн йӑхӗнчи ҫынсене чунтан юратнипе кӑна тӑван ҫӗршывне каясшӑн пулнӑ, вӑл эпӗ вӗсем патне каясса, вӗсене ырра вӗрентессе шанса тӑнӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
15. Чӑн, Христос ҫинчен вӗрентессе хӑшӗсем кӗвӗҫсе те тупӑшса вӗрентеҫҫӗ; тепӗрисем вара ырӑ кӑмӑлпа вӗрентеҫҫӗ, 16. кусем ӗнтӗ Турӑ мана Ырӑ Хыпара хӳтӗлеме тӑратнине пӗлсе, юратса вӗрентеҫҫӗ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священник чӗлхи-ҫӑварӗ саккуна пӗлнине упрама тивӗҫлӗ, унран ҫавӑн ҫинчен вӗрентессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл — Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хыпарҫи.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1