Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсен (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учитель каланине итлесе, Екатерина Иосифовна керамикӑри тӗрлӗ майсене, халӑх тӗррисене, тӗрлӗ материалсен (йывӑҫ, метал, кантӑк, чул, пир) технологийӗпе вӗренсен художествӑра усӑ курмалли хӑйне майлӑ уйрӑмлӑхӗсене тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫын патне пӗр ҫӳреме вӗренсен, юмӑҫ кун сиктермесӗр чупать вара, мунчара ӳте ҫыпӑҫакан милӗк ҫулҫиех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Усӑ курма вӗренсен, чӑн та, пӗтӗм халӑх валли ҫӑтмах туса хурӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр аллӑ ҫулне вӗренсен те унӑн ӗҫлемелли вӑхӑчӗ пайтах юлать.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Калаҫма чи малтан вӗренсен, каярах грамматикӑна та ӑша хывма тен меллӗрех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ӗҫсене лайӑх планлама вӗренсен кӑна кӑлтӑксем пулмӗҫ.

У вас не будет неприятностей только в том случае, если научитесь рациональному планированию своих дел.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗренсен вӑл Санькӑшӑн кӑна мар, нумай-нумай ҫыншӑн пархатарлӑ, хаклӑ ҫын пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӗнӗлле сӑмах тытма вӗренсен тин сирӗлчӗ вӑл хуллен-майӗпен.

И развеялась она только тогда, когда мальчик научился держать слово.

Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437

Ют чӗлхене вӗренсен нумай япаларан тӗлӗннӗ вӑл.

Выучил их язык и удивился тому, как они выражают мысли.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Нимӗнле йывӑрлӑхсенчен те хӑрама кирлӗ мар, вӗсене пӗтӗмпех парӑнтарма пулать, енчен те тӑрӑшса вӗренсен, паха специалистсем пулсан.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Ялти шкулта пилӗк ҫул вӗренсен ӑна район хулинчи интерната вырнаҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кашни курмассерен Тима машин выляса илме ӗмӗтленни ҫинчен калатчӗ, вара кашнинчех ӑна папа лайӑх вӗренсен вӑл машинлӑх хӑй ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен пӗлтеретчӗ.

Каждый раз при просмотре Тима говорил, что мечтает выиграть автомобиль, и каждый раз папа ему отвечал, что он может сам на него заработать, если будет хорошо учиться.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Унта ҫулталӑк вӗренсен, ӑна ҫара илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Тем чухлӗ вӗренсен те, эпир ҫуталса ларас ҫук, эсӗ те пур пӗрех Ехрем хуҫа ывӑлне качча каяс ҫук, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вулама вӗренсен, сӑмахсене вулаттӑм, анчах вӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланайман пирки питӗ тарӑхаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хут вӗренсен, вырӑсла пӗлсен, мӗн тӑвасшӑн вара эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ вулама вӗренсен пур кӗнекесене те сана вуласа кӑтартатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗмӗр пурӑнса ӗмӗр вӗренсен те ухмахпах вилетен тенӗ-и-ха вырӑссем?

Вот так-то оно. Не зря, видать, русские говорят: век живи, век учись…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Упа ташлама вӗренсен те вӗҫме пултараймасть, ун ҫуначӗ ҫук.

— Да, плясать медведь научится, а летать — нет. Потому что у него душа бескрылая.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗренсен ҫапла вӗт вӑл: кашни каҫ урама туртать, кашни каҫ чун савнипе калаҫас килет, унта шурӑмпуҫ хӑпариччен, автансем ҫунат ҫапса авӑтиччен ларас килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех