Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннисӗр (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк чух трактористсен курсӗнче вӗреннисӗр пуҫне кайран шоферсен курсне пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм.

Вне учения занятия мои состояли: в уединенных бессвязных мечтах и размышлениях, в деланиях гимнастики, с тем чтобы сделаться первым силачом в мире, в шлянии без всякой определенной цели и мысли по всем комнатам и особенно коридору девичьей и в разглядывании себя в зеркало, от которого, впрочем, я всегда отходил с тяжелым чувством уныния и даже отвращения.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗреннисӗр пуҫне пултарулӑх ӗҫченӗсемпе ирттерекен тӗлпулусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4

Вӗреннисӗр пуҫне хушма ӗҫ хутшӑннипе вӑхӑт ҫитми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Штольц ӑна мӗн вӗреннисӗр пуҫне хушса вуламалли кӗнекесем пырса парсан, Обломов ун ҫине ним шарламасӑр чылайччен пӑхнӑ.

Когда же Штольц приносил ему книги, какие надо еще прочесть сверх выученного, Обломов долго глядел молча на него.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Крыловӑн темӑна анлӑрах вӗренес йӑла пулнӑ, вӑл учебникра ҫырнине вӗреннисӗр пуҫне библиотекӑра ытти кӗнекесемпе журналсене илсе вуланӑ.

Однако Крылов обычно изучал вопрос шире, в библиотеке училища он брал другие книги или журналы.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Лайӑх вӗреннисӗр пуҫне вӑл хастар спортсменка та.

- Кроме хорошей учёбы она ещё и усердная спортсменка.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех