Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренетчӗҫ (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун чухне вӗсем ҫиччӗмӗш класра вӗренетчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шкулта Кирилпа пӗр класра вӗренетчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ качча пынӑ чухне Степа - 7, Зоя - 3, Галя 1-мӗш классенче вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Арҫын ачасем ФЗОра вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Халиччен икӗ юлташ пур предметсене те пӗрле вӗренетчӗҫ: Данилов вулатчӗ, Эльгеев итлесе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вун ҫичӗ ҫулхи тантӑшсем, Карамышпа Тукай, ашшӗсем патӗнче ҫар ӗҫне вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗнпе пӗрле виҫӗ вырӑс ачи вӗренетчӗҫ, — аса илчӗ Максимов-Кошкинский.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗренессе те пӗрлех вӗренетчӗҫ, вылясса та пӗрле вылятчӗҫ, — Укҫине хыҫҫӑн хушрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эверкки пӗчӗк чухне пӗр урамран саккӑрӑн-тӑххӑрӑн пӗр класра вӗренетчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чӑн-чӑн ҫар шкулӗсенчи пекех, вӗсем походри пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн, салтакла утма, вӑрманти ҫапӑҫу тактикине, хӗҫпӑшала епле тыткаламаллине вӗренетчӗҫ.

Как в самых заправских военных школах, они учились походной жизни, солдатскому шагу, тактике лесного боя, обращению с оружием.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пирӗн ҫӗне партизансем ҫирӗм кунлӑх программи тӑрӑх вӑрҫӑ ӗҫне вӗренетчӗҫ.

Новые партизаны стали проходить у нас военное обучение по программе, рассчитанной на двадцать дней.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Мана юлташсем нумай пулӑшрӗҫ, вӗҫем питӗ лайӑх вӗренетчӗҫ.

Товарищи мне помогали — они хорошо учились.

8. Летчика вӗренекен туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем Рим историне вӗренетчӗҫ, Рим историе событисемпе пуян, ун чухнехи Рим тата унта пурӑннӑ ҫынсем тахҫанах ҫук пулин те, вӗсем пире паян кун та хумхантараҫҫӗ.

Проходили они историю Рима, полную событий, которые волнуют нас и поныне, хоть того Рима и тех людей давным-давно уже нет на свете.

56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Эпӗ халӗ те астӑватӑп, — савӑнӑҫлӑн кулкаларӗ аслӑ класри ученик, — эпӗ вӗсене пурне те астӑватӑп… вӗсем вуннӑмӗш класра вӗренетчӗҫ

Я помню, — ученик старшего класса радостно смеется, — я помню их… в десятом классе.

1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫиччӗмӗшсем икӗ класчӗ, пӗринче паттисем вӗренетчӗҫ, тепринче — эпир, чупайсем.

Седьмые учились в двух классах, в одном — из соседней деревни, в другом — мы, чубаевцы.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

14 хӗрачапа 16 арҫын ачаччӗ вӗсем, пӗринчен тепри сӑпайлӑ, маттур, пултаруллӑ, тӑрӑшса вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Институтра ҫав ҫулсенче Вячеславпа пӗрле тӗнче тата ХХ Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды велосипедист, 5000 метра чупассипе Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн чемпионӗ Николай Пуклаков тата ҫӗршыври мухтавлӑ ытти атлет вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех