Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренесси (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла куҫса ҫӳренине пула институтра вӗренесси вӑраха кайнӑ, Розалия Михайловна дипломлӑ ӗҫ ҫырман, Е. А. Зайцев профессорпа Б. В. Йогансон академик мастерскойӗнче вӗреннӗскер, вӑл кунта мӗн илме пултарнине пӗтӗмпех илнӗ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫук, манран вӗренесси пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ялти прихут шкулӗнчен вӗренсе тухсан, малалла вӗренесси пулмарӗ, укҫа ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑх хуҫалӑхӗнче тата сывлӑха сыхлас ӗҫре микроорганизмсене тӗпчесе вӗренесси тата вӗсемпе анлӑн усӑ курасси пысӑк вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пурнӑҫа юратса, уншӑн парӑнса лайӑх малалла та вӗренесси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Пичетленсе тухакан кӗнекесен шучӗ сахал пулнӑ пирки тата халӑх хушшинче ҫырӑва вӗренесси анлӑн сарӑлайманнине пула революциччен пирӗн чӗлхе нормӑланса ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Унӑн умӗнчи тӗллевӗ — акварельпе картинӑсем ӳкерме вӗренесси.

Его мечта — научиться рисовать картины акварелью.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Паллах, малалла вӗренесси ҫинчен те шухӑш шӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренесси, тӗрлӗ кружоксем йӗркелесси, комсомол ячейкин йышне ӳстересси ҫинчен сӑмахларӗҫ вӗсем тата Казаковпа Степанов сӗннипе Тутар Яшми ҫамрӑкӗсем те темиҫе ҫын комсомола илме ыйтса заявлени ҫырса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл куллен мана е тӗртсе ярать, е ҫапать, шавах тата: — Санран пулать-и вӗренесси, кукша? — тесе мӑшкӑллать.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пултармалла та, питӗ кансӗр ҫав чухӑн ҫыннӑн вӗренесси.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кам та пулин ӑна: «Санран пур пӗрех йӗркеллӗ священник пулас ҫук — ытла нишлӗ эс; ҫитменне — ухсах. Чиркӳ ҫынни кӗрнеклӗ пулмалла. Пӗртен-пӗр ҫул сан — малалла вӗренесси», — тенӗ пулсан Сбоев ҫине тӑрсах, юриех приход илме тӑрӑшӗччӗ.

Если бы, к примеру, кто-то сказал Сбоеву, мол, зря тщишься, все равно из тебя не выйдет путного священника — уж больно ты худосочный да вдобавок хромой, а церковному служителю надобно быть человеком крепким, так что тебе одно остается учиться дальше, он бы непременно постарался всеми правдами и неправдами получить приход

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Python тата даннӑйсен анализӗ — Python программировани чӗлхипе ӗҫлеме вӗренесси тата даннӑйсен анализӗпе паллашасси.

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Пысӑк аудиторипе калаҫма вӗренесси пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пулса тӑнине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala

Халӗ ун патне кайса килмелле: пулайӗ-ши малашне икӗ ҫӗрте вӗренесси?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр вӑхӑтрах университетра та, консерваторинче те вӗренесси Павӑлшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫапах сӗрме купӑс класне ҫӳреме пӑрахмарӗ вӑл, музыкҫӑ пулас шухӑш пуҫран тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Театр ӗҫне ертсе пырасси, ҫав вӑхӑтрах археологипе этнографи институтӗнче вӗренесси (унта Тал-Мӑрса иккӗмӗш ҫул ҫӳренӗ) йывӑр тенине пӗрре мар илтнӗччӗ Эльгеев, ҫапах вӑл режиссер ӗҫне пӑрахмасси паллӑччӗ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Университетра вӗренесси пулмарӗ — Хӗвелтухӑҫри фронта ячӗҫ; консерваторие кӗнӗччӗ — ӑна та халь…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Рольсене вӗренесси суфлер хыҫҫӑн кӑна пулса пырать: паян Ухтеркке, ыран Подколесин, тепӗр кун Мордыкин — тӗлӗнмелле улшӑнса пыракан рольсем выляма лекет Павлушӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех