Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлертӗн (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ах, эсӗ, тӑранман вӑрҫӑ, мӗн чухлӗ ҫынна вӗлертӗн.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсӗ манӑн шӑллӑма та вӗлертӗн, эсӗ мана пӗтереймӗн, эпӗ сана ҫатӑп!

— Ты моего братишку убил, но меня не погубишь, я тебя съем!

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Анчах эс вӗлертӗн мана…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Ну-ка, ну-ка, каласа пар-ха пайӑрланса, йӗркипе: ӑҫта вӗлертӗн, мӗншӗн вӗлертӗн, мӗнле вӗлертӗн, — кӗтмен-туман хыпарпа ӗнтӗ палтах хыпса илчӗ пуҫлӑх, вара, хурава итлеме хатӗрленсе, репс тытнӑ кресло таянчӑкӗ ҫине лачӑртаттарса сӗвенчӗ те хӑйне веерпа варкӑштаркалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Эсӗ, эсӗ вӗлертӗн ӑна!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Каласа пар, Янашовӑн урхамахӗпе йыттине мӗншӗн вӗлертӗн?

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗлертӗн пулсан этемле пытар ӑна.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унти тиуна вӗлертӗн те таҫта тухса тартӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Мӗншӗн ман ывӑла вӗлертӗн, пӳлӗхҫӗм!

— Зачем ты убил его, пюлех?

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна эс вӗлертӗн».

Выходит, ты ее и убил.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тукай ҫыннине вӗлертӗн пулӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс мана кинжалсӑрах чиксе пӑрахрӑн, аслӑ карачи, сӑмахпах вӗлертӗн.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс ман упӑшкана вӗлертӗн, эс мана тем тӗрлӗ хӗн-хур кӑтартрӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс… эс… ман пиччене вӗлертӗн, ман ҫакӑнта санпа тӑма та юрамасть.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗрлӗ Ласурс, эсӗ, эсӗ вӗлертӗн ӑна! — терӗ вӑл туйӑмӗсене чараймасӑр кӑшкӑрсах тенӗ пек.

— Это ты, рыжая Ласурс, убила его! —сказал он в исступлении чувств.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Эсӗ ӑна хӑвӑн кӑмӑлна килентерме вӗлертӗн.

Ты его для потехи своей убил.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

— Эсӗ, ирсӗр, манӑн ывӑла вӗлертӗн!

— Ты, негодяй, убил моего сына!

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Миҫе коммуниста вӗлертӗн?

Сколько коммунистов убил?

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ку нимӗҫе хӑҫанччен вӗлертӗн эсӗ?

Долго ты еще с этим немцем возиться будешь?

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мана ҫут тӗнче парнелемесӗр катӗртсе, хӑвна икӗ хут вӗлертӗн вӗт эсӗ, анне.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех