Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлерсе (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурне те вӗлерсе пӗтереймӗр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1983 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Гренада ертӳлӗхӗнче пӗр-пӗрне ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ, кайран Уинстон Бернард Корд ертсе пыракан фракци ҫыннисем Бишопа вӗлерсе влаҫа хӑйсен аллине илнӗ.

В октябре 1983 года в руководстве Гренады произошёл раскол, а затем переворот, в результате которого Бишоп был убит фракционерами во главе с Бернардом Кордом.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

1609 ҫулхи ака уйӑхӗнче Робинсонпа Годфри ертсе пыракан акӑлчансен экспедицийӗ колони-поселение никӗслеме хӑтланнӑ, анчах вӗсем хатӗрленӗ ҫирӗплетнӗ вырӑна аборигенсем тапӑннӑ та аркатса тӑкнӑ, колонистсен чылай пайне вӗлерсе пӗтернӗ.

В апреле 1609 года английская экспедиция под руководством Робинсона и Годфри предприняла попытку основать колонию-поселение, однако выстроенное ими укрепленное поселение было атаковано и разрушено аборигенами, большинство колонистов были убиты.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Анчах сана вӗлерсе ҫылӑха кӗместӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑна вӗлерсе курманскер, Иванӗ Сантӑрккана алӑ йӑтса ҫапма мар, урлӑ сӑмах та каламан пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тутлӑ ҫывӑракан хӗрачи ҫине пӑхса: «Нивушлӗ вӗлерсе хӑварма илсе килнӗ эпӗ ӑна?» — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Карчӑка вӗлерсе ҫаратнӑ…

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫ карчӑка хӑй вӗлерсе хӑй вут тивертни ҫинчен халӑха темиҫе хут та каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Санашкал пӗр самантрах ҫынна вӗлерсе, ҫаратса тата вут тӗртсе хӑваракан вӑрӑ-хурах Пакӑш ращин ҫырми тӗпӗнче те ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юмӑҫа вӗлерсе вут тивертнине те тунма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫа вӗлерсе ҫаратнӑ, вара ҫунтарса янӑ текен хыпар, ял тавра ҫиҫӗм пек ҫаврӑнса, Энӗшкасси ҫыннисене пӑлхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн пӑхса тӑратӑр, вӑл юмӑҫ карчӑка вӗлерсе ҫаратнӑ вӗт!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хамӑр вӑхӑтри каччӑсене вӗлерсе пӗтерсен кам пирӗн ҫине пӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ялти мӗнпур арҫынна фронтра вӗлерсе пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн арҫынсене пурне те вӗлерсе пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чутах вӗлерсе пӑрахатчӗ вӗт мана! — кӑшкӑрса ярать чун кӗнӗ Тулай Иванӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эс каллех ыйтатӑн, эс каллех ыйтма тытӑнтӑн, тата тепӗр ыйту парсассӑнах эс ӑна вӗлерсе хурассине пӗлетӗн пулсан та ыйтатӑн!

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та нимӗҫсем пирӗн салтаксене пурне те тенӗ пекех вӗлерсе пӗтернӗ, генералне тыткӑна илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурӑнас йытта вӗлерсе, Параппан туса килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех