Шырав
Шырав ĕçĕ:
Турӑ ҫапла хушать: «Ан вӗлер», анчах вӑрҫӑ хирӗнче тӑшмана вӗлерме турӑ хӑй хушнӑ пирки, халӗ те турӑ тӑшманӗсемпе патшана хирӗҫ тӑракан палхавҫӑсене вӗлерни ҫылӑх мар.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Вӗлер эс ӑна, кукаҫи, вӗлер, ман куҫ умӗнчех касса пӑрах! — ҫухӑрса ячӗ ҫав вӑхӑтра Сарье.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗлер ҫакӑнта, чуна кӑлар, эс ҫын вӗлерме ӑста, анчах сан хурру пулмастӑп, тытамак чирӗ ерменскер.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗлер мана, вӗлер! — ҫухӑрчӗ вӑл.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Арена тӑрӑх пӗр ҫаврӑм туса, вӑл каллех тетел ҫывӑхнелле пычӗ; шӑпах ҫав вӑхӑтра мирмиллон ун ҫине тапӑнма пуҫларӗ, халӑх пиншер сасӑпа хаяррӑн: — Вӗлер ретиарие! Вӗлер ҫав хӑравҫа! Кас ӑна! Яр ӑна Ахерон ҫыранӗнчи шапасене тытма! — тесе кӑшкӑрчӗ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтан вӑл ачисене слон патне пырса пӑрахса каланӑ: «Слон, эсӗ ашшӗне вӗлертӗн, ачисене те вӗлер ӗнтӗ», — тенӗ.
Слон // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӗлер, йӗрӗнчӗк чӗрчун, вӗлер!
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ну, вӗлер, вӗлер, эпӗ хӑрамастӑп…
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вара индеец арӑмӗ йӗрсе янӑ, ачисене слон патне илсе пынӑ та: «Слон! Эсӗ вӗсен ашшӗне вӗлертӗн, ачисене те вӗлер!» — тенӗ, ачисене слон ури айне пӑрахса.
Слон // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 17–18 стр.
Эсӗ Швабрина ҫакса вӗлересшӗн пулсан, куна та ҫав виселица ҫинех ҫакса вӗлер, никам та кӑмӑлсӑр ан пултӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
11. «Аскӑнланса ан ҫӳре» тесе Калаканах «ан вӗлер» тесе те каланӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ аскӑнланса ҫӳремесен те, анчах ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсир авалхисене «ан вӗлер; ҫынна вӗлерекен сута тивӗҫлӗ» тесе каланине илтнӗ.21. Вы слышали, что сказано древним: не убивай, кто же убьет, подлежит суду.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша Ванеяна каланӑ: хӑй каланӑ пек ту, вӗлер те пытар ӑна, ҫапла Иоав тӑкнӑ айӑпсӑр юна ман ҫинчен те, аттем килӗ ҫинчен те ҫуса яр; 32. вӑл хӑйӗнчен лайӑх, айӑпсӑр икӗ ара вӗлернӗ: Авенира — Нир ывӑлне, Израиль ҫарпуҫне, тата Амессая — Иефер ывӑлне, Иудея ҫарпуҫне; вӗсене Давид аттеме пӗлтермесӗр хӗҫпе касса пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн унӑн юнне Ҫӳлхуҫа унӑн пуҫӗ ҫинех ҫавӑртӑр; 33. вӗсен юнӗ ӗмӗрлӗхе Иоав пуҫӗ ҫине, ун йӑхӗн пуҫӗ ҫине пултӑр, Давидпа унӑн йӑхне вара, унӑн килӗпе аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫаран ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх пултӑр! тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Персе вӗлер ҫак Ульянова, Россия императорӗ миллион тенкӗ ылтӑн парать сана уншӑн.
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
— Асту, Петрук, — асӑрхаттарчӗ арӑмӗ, — тӗллесерех пер, сурӑха персе ан вӗлер.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӗлер мана!
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.