Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑчӗ (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре шав кӑларса милицие лекнӗ секретарӗн пурпӗрех авторитечӗ чакать, ҫитменнине тата института вӗренме кӗнӗскерӗн, Дубовӑн вӑхӑчӗ сахал терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫутҫанталӑкра, пурнӑҫра кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн черечӗпе йӗркийӗ пур.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат вӑхӑчӗ вӗҫленнине кура директор ҫынсене нумай тытса тӑмарӗ, кӗскен, уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ пуласси ҫинчен, ыйтусене хуравларӗ, вара васкасах сывпуллашрӗ те тӑрантасӗ патнелле вашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫамрӑк кӗркуннен чи илемлӗ вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑпах кӑмпа ҫумӑрӗсен вӑхӑчӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑхӑчӗ пирки ыйтӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Гронингенра виҫеллӗ ҫирӗп климат, ҫу вӑхӑчӗ кунта ытла ӑшӑ мар пулин те вӑраха тӑсӑлать, хӗлсем ӑшӑ.

В Гронингене умеренный устойчивый климат с относительно прохладным, но продолжительным, летом и тёплыми зимами.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ҫамрӑксен вӑййин вӑхӑчӗ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апат вӑхӑчӗ ҫитнӗ тӗлелле яла «тужурниксем» — ОГПУн районти уйрӑмӗнчен сӑран куртка-тужурка тӑхӑннӑ мӑнтӑрккасем килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вун ҫиччӗре, вун саккӑрта – Хӗрпе каччӑ вӑхӑчӗ, — хура ҫӳҫлӗ те сӑпайлӑ Санюк такмакласа пӗтерчӗ те Нюҫҫа умне ҫитсе урине тап! тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сарӑ чечек, сарӑ чечек, Сарӑ чечек вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫуллаччӗ ун чух, утӑ вӑхӑчӗ, — майӗпен пуҫларӗ сӑмахне Хвекла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ мӗнле тавӑру вӑхӑчӗ асаплантарма пултарать иккен юратупа ҫӑмӑлттайла хӑтланакансене, юрату тутине пӗлмесӗр алхасса, асса-туса пурӑнакансене!

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӑхӑчӗ пӗр шелсӗр-ҫке: тантӑшӑмӑр-ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑшпӗрисем пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Ҫак икӗ ҫанталӑк вӑхӑчӗ хушшинче тӑтӑш юрпа ҫумӑр ҫӑвакан кӗркуннепе ҫуркунне вӑхӑчӗсем вырнаҫнӑ.

Между этими двумя сезонами есть осень и весна с частыми дождями.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ҫу вӑхӑчӗ хӑвӑрт иртсе кайнӑран Картье Францие таврӑнма шут тытнӑ.

Так как лето прошло быстро, Картье принял решение вернуться во Францию.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен вара ниҫта кайса кӗме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Тавӑру вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мӗн вӑхӑчӗ ҫитрӗ? — ним те ӑнланмасть Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑхӑчӗ те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех