Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑрах (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑкрах чухне эпӗ унти пӗр институтра та вӗреннӗччӗ, анчах, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, манӑн вӑхӑтсӑрах тӑван яла таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрарӑмсене вӑхӑтсӑрах кулянтарас мар тесе, чӗре ыратнине никама та систермест-ха Хумкка, шӑлне ҫыртса тӳсет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑтсӑрах йӗрсе ларас мар-ха, — терӗ Сантӑркки, кӑмака умӗнче тем шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах старик пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑрах татӑлать: аманнӑ шурӑ гвардеец, вилесем хушшине пытаннӑскер, ӑна персе вӗлерет.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ӑна киремет тытамакӗ вӑхӑтсӑрах леш тӗнчене ӑсатрӗ, урӑххи мар, — кукӑр авӑрлӑ чӗлӗмне пак та пак паклаттарчӗ Ҫеклепи кинеми.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗр поэтсемпе писательсем — тӗнчипе паллисем, паллах — тӗрӗслӗхе, чӑнлӑха хӳтӗлеме хӑтланса вӑхӑтсӑрах леш тӗнчене лекессинчен те хӑраман.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Утарпа сад пахчи юхӑннӑ хыҫҫӑн Бархатов нумаях пурӑнайман — вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗнӗ мӗскӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтсӑрах та пулчӗҫ-и вӑл паллӑсем, анчах унта — эпӗ айӑплӑ мар… ӳпкелешни, такама кӳренни — усӑсӑр, килӗшӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Вӑхӑтсӑрах!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗчӗ вӗт Степан Фомич!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ялав» журналӑн 19б1 ҫулхи 12-мӗш номерӗнче чӑвашсен вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗнӗ паллӑ писателӗн, критикӗн, редакторӗн, комсомол работникӗн ултӑ ҫырӑвне пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Нӳрӗ ҫӗре вӑхӑтсӑрах кӗрсе выртнӑ Пинер.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, ҫӗре кӗчӗҫ вӗсем, ҫӗре кӗчӗҫ вӑхӑтсӑрах

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑтсӑрах татса илсе шантас мар.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗншӗн санӑн йӑлйӑл чӗрӗ ҫӑлтӑрун вӑхӑтсӑрах пӑтлатса ӳксе лап! сӳнмелле пулчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эс мана вӑхӑтсӑрах ватӑлтарасшӑн тетчӗ.

мол, остарить меня хочешь раньше времени.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

(Чим-ха, кӑна калама Вӑхӑтсӑрах юрамасть.)

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Такамӑн усал кӑмӑлне пула вӑхӑтсӑрах сӳнчӗ ун пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ, тӳрех каласан, — кулчӗ Козуба, — ҫирӗм иккӗ ҫинчен тӗрмерисене вӑхӑтсӑрах хыпар ҫитерес мар тенӗччӗ.

— Да я, признаться, — усмехнулся Козуба, — до времени решил было в тюрьму о двадцати двух вести не давать.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унӑн ҫамрӑклӑхӗ пӗр ырӑ курса пурӑнмасӑрах иртсе кайнӑ, вӑхӑтсӑрах пӗркеленсе ларнӑ.

Молодость без наслаждения мелькнула перед нею, и ее прекрасные свежие щеки и перси без лобзаний отцвели и покрылись преждевременными морщинами.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех