Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтрах (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑраса ӳкнӗ Марине инке ним тума аптӑрарӗ, вӑл пӗр вӑхӑтрах вӗри чей ҫинчен те, врачсем ҫинчен те, апат ҫинчен те, тӗрлӗ чирсенчен «питӗ сиплӗ» хӗрлӗ эрех ҫинчен те калаҫрӗ, анчах Светланӑна нимӗнпе те пулӑшаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Эпӗ мӗнли иккенне врач та сисеймерӗ. Апла пулсан…» — шухӑшласа илчӗ хӑй ҫав вӑхӑтрах.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӗре те, пуҫ та, алӑ та пӗр вӑхӑтрах ыратсан, ӗҫлеме мар, хӑвӑн ятна та манса кайӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫӑра куҫхаршисем айӗнчи чакӑртарах куҫӗсем уҫҫӑн та ӑшӑ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем «эпӗ эсир мӗнлине те, ыран мӗнле пулассине те, паян мӗн шухӑшланине те витӗрех куратӑп», тенӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫук, Нина Васильевна никама та хурлӑхлӑ сасӑпа йӑпатмастчӗ, хыттӑн та каласа хумастчӗ, чирлисем ҫине вӑл тӑван аппа пек лӑпкӑн та уҫҫӑн кӑна пӑхатчӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫӗсенче вара лӑпкӑ хаваслӑх хӗлхемӗсем вылятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӗске вӑхӑтрах ҫав пӗчӗк хӗрача ҫитӗннӗ пек те, кӑштах ватӑлнӑ пек те туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ку кӑларӑмшӑн вӑл «документаллӑ проза» номинацире Кӗнеке критикӗсен наци ушкӑнӗн премине, «Ҫын кун-ҫулӗ» номинацире Los Angeles Times кӗнеке премине, Журналистсемпе редактор-тӗпчевҫӗсен организацийӗн (Investigative Reporters and Editors) премине, Хиллман премине тивӗҫнӗ, апла пулин те ҫав вӑхӑтрах унӑн чылай респондентсен карьерисем ҫакна пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ.

Публикация принесла Хершу премию Национального круга книжных критиков в номинации «документальная проза», Книжную премию Los Angeles Times в номинации «биография», премию Организации журналистов и редакторов-расследователей (Investigative Reporters and Editors), премию Хиллмана, однако в то же время стоила карьеры многим из его респондентов.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫав вӑхӑтрах, бомбӑлас умӗн тата ун вӑхӑтӗнче мӑнастирте нимӗҫ салтакӗсем пулни ҫинчен чӑнлӑха палӑртакан нимӗнле сведени те ҫук (Америка командованийӗн ҫапла шухӑш кӑна пулнӑ).

При этом нет достоверных сведений, что до или во время бомбардировки в монастыре были немецкие солдаты (это было лишь предположением американского командования).

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫав вӑхӑтрах «ытлашши» юлнӑ мандатсене малтанах тунӑ мӑшӑрлӑ килӗшӳсенчи списокпа килӗшӳллӗн валеҫеҫҫӗ.

При этом мандаты, оставшиеся «лишними», распределяются в соответствии с предварительно заключенными попарными соглашениями между списками.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Практикӑра ҫак ӗҫ ялан тенӗ пекех чи пысӑк суйланнӑ фракцисен пуҫлӑхӗ ҫине тиенет, анчах та ку чӑн та ҫапла пулмалли ӗҫ мар: 2009 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн президент правительствӑна йӗркелеме Биньямин Нетаньяхуна хушнӑ, унӑн «Ликуд» фракцийӗ 27 мандат пухнӑ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах Ципи Ливнин «Кадима» фракцийӗн 28 мандат пулнӑ.

На практике эта функция обычно возлагается на главу самой большой из избранных фракций, хотя это не является обязательным: после выборов 2009 года президент поручил формирование правительства Биньямину Нетаньяху, чья фракция «Ликуд» набрала 27 мандатов, а не Ципи Ливни, чья фракция «Кадима» набрала 28 мандатов.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ: пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек Потсдамра романа тӗпе хурса хатӗрленӗ спектакль тухать, Тӗнче тетелӗнче вара вырӑсла куҫарӑвӑн электронлӑ версийӗ кун ҫути курать.

30 марта 2008 года: практически одновременно в Потсдаме выходит спектакль по мотивам романа, а в интернете появляется электронная версия русского перевода.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Хальхи историксем ӑна час-часах япӑх ҫарпуҫӗ тесе хаклаҫҫӗ, ҫапах та 1742 ҫулта испансем Джорджие Флорида территоринчен тапӑнса кӗрсен Оглторп Блади-Марш патӗнчи ҫапӑҫура вӗсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑншӑн Англире ӑна паттӑрсен шутне кӗртнӗ, тепӗр ҫултан тӑван ҫӗршыва таврӑнсан ҫар хӗсметӗнче хӑвӑрт карьера пусми тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ; хӑйӗн карьерине вӑл парламентра ӳстерме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах испансенчен хӳтӗленес тӗллевпе Джорджие ямашкӑн ҫар пухас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Современными историками он часто оценивается как плохой военачальник, однако когда в 1742 году испанцы вторглись в Джорджию с территории Флориды, а Оглторп сумел разбить их войска в битве при Блади-Марш, в Англии он стал считаться героем и, вернувшись на родину год спустя, стал регулярно получать повышения по военной службе; он продолжил карьеру в парламенте и одновременно занимался организацией набора войск для отправки в Джорджию с целью её защиты от испанцев.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

1722 ҫулта ӑна парламент депутатне суйланӑ, акӑлчан флочӗн карапӗсем ҫинче ҫар морякӗсен, ҫавӑн пекех кивҫене кӗнине пула тӗрмене лекнисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Англири укҫасӑр ҫынсемпе континентри Европӑрӑ хӗсекен протестантсене куҫарса Ҫурҫӗр Америка континенчӗ ҫинче ҫӗнӗ колонисене никӗслес шухӑша аталантарасшӑн пулнӑ.

В 1722 году был избран депутатом парламента, выступал за улучшение условий жизни военных моряков на кораблях английского флота, а также заключённых долговых тюрем, одновременно активно продвигая идею основания на североамериканском континенте новых колоний, которые можно было бы населить неплатёжеспособным населением Англии и угнетаемыми протестантами из континентальной Европы.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Ҫав вӑхӑтрах урӑх ӗҫ шыракансене те питӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Ҫакӑ заявкӑсене пурнӑҫлассине кӗске вӑхӑтрах тивӗҫтерме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Унта икӗ перронпа терминал ҫурчӗ пур, вӑл пӗр вӑхӑтрах 100 яхӑн пассажира ҫула кӑларма пултарать.

Он имеет два перрона и здание терминала, которое может одновременно обслуживать около 100 пассажиров.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Бхандари 1984 тата 1989 ҫулсенчи суйлав хыҫҫӑн та влаҫра юлнӑ, ҫав вӑхӑтрах 1989 ҫулхи суйлавра вӑл Саккун кӑларакан пухура пӗтӗм 32 вырӑна ҫӗнсе илнӗ.

Бхандари оставался у власти также после выборов 1984 и 1989 годов, при этом на выборах 1989 года она получила все 32 места в Законодательном собрании.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Кунта вӑл кӗске вӑхӑтрах пир-авӑр художникӗсен мастерскойне йӗркеленӗ, пултаруллӑ ҫамрӑксене хӑй тавра пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫав вӑхӑтрах юрӑ ытлашши вӑрӑм та пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Унта темиҫе юрӑ, вӗсене уйрӑмшарӑн илсе пӑхсан, пурте мар пулсан та, нумайӑшӗ вӗҫлесе ҫитернӗскерсем, пӗрле илсе пӑхсан, пурте пӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах халӑх ӗмӗт-шухӑшне, ӑнланӑвӗсене кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех