Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтран (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вӑхӑтран пуҫласа 1945 ҫулхи июлӗн 23-мӗшӗччен Перасковья Михайловна ҫарта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Тем вӑхӑтран Испуханов канӑҫсӑррӑн кӑштӑртатакан вӑрмантан асӑрханарах тухрӗ те хӑй пӗлекен ҫынсен анкартине пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чӑнах та, тепӗр темӗн чухлӗ вӑхӑтран хресченсем ҫунат хушнӑн ялнелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем вӑхӑтран, чӑн та, ача ҫуралать хайхисен.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ҫын вӑхӑтран иррационаллӑ пулнине тата хӑтланнине.

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр.

С того времени и начинается период широкого использования электродвигателей.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Ҫав кун ҫынсен ӗмӗтӗнче, чертежсемпе сметӑсенче, вӑхӑтран чылай малта Пыма юратакан поэтсен сӑввисенче кӑна пурӑннӑ чаплӑ ӗҫ — Шупашкар тӗлӗнчи Атӑл ҫинче гидроэлектростанци тӑвас ӗҫ пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Арестленӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ, теприсем вӑхӑтран вӑхӑта, шыҫса, тӑртанса пӗтнӗ алли-урисене майлӑрах хурас, тесе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑйсӑррӑн хускалкаласа илеҫҫӗ.

Одни из заключенных лежали неподвижно, другие время от времени двигались, стараясь расправить затекшие руки и ноги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тем вӑхӑтран ҫенӗк алӑкне шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла самай вӑхӑтран Кузнецов сӑмах пуҫарса шӑплӑха сирчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр кунне Микула, кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тухсан самай вӑхӑтран, Михха патне кайма ҫӗнӗ пиншакӗпе ҫӗнӗ ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑтран Макҫӑмпа Сантӑр ҫулса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем вӑхӑтран тин яштака каччӑ камне пӗлчӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтран Вӑрнар поселок администрацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Ҫак вӑхӑтран ҫӗнӗ эра пуҫланнӑ - космоса алла илни.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Хӑш вӑхӑтран пуҫланать вал — пӗлме хӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Чылай вӑхӑтран пӳрте такам кӗни илтӗнчӗ: аттипе хытӑ пускаласа утать!

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай вӑхӑтран лаҫа, картишне, урама сипетлӗ ҫӑкӑр шӑрши тухса тулатчӗ те, вара лаҫ тӑррине хамӑр лупас айӗнче пурӑнакан кӑвакарчӑнсем вӗҫсе пырса ларатчӗҫ, улайкка йытӑ килсе выртатчӗ.

И вот по кухне, по двору, по улице уже разносится вкуснейший запах испеченного хлеба, на который тут же слетаются живущие под нашим сараем голуби, а пестрая собака укладывается у самого порога и ждет вкусной корочки…

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑхӑтран вӑхӑта Шахрун туратсене сиркелесе малалла ӳпӗнет, пуҫне чалӑштарать.

Время от времени Шахрун бесшумно раздвигает колючие ветки и, подавшись вперед, вслушивается изо всех сил.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл шывран шӗшлӗ аври пек кутамас пулӑсем турта-турта кӑларать.

Одну за другой он вытаскивает довольно крупную рыбешку.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех