Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— А халӗ, ҫур аки вӑхӑтӗнче, председатель суйласа ларма вӑхӑт мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахӑш вӑхӑтра, темле майпа вӑхӑт йӳнеҫтерсе, эрнере саккӑрмӗш кун тупать-тупатех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑхӑт, вӑхӑт ҫуракине тухма.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Йӗпе вӑхӑт сукмаксене те хӳмесен хӗррипе кӑна хӑварсан, кассене гусеницӑллӑ тракторсем кӑна кӗреекен вӑхӑт ҫитсен урама эпир - шӑтӑрнакҫӑсем тухаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

«Самолет» обществин пӑрахучӗсем кун каҫиччен виҫӗ хут шӑп пӗр вӑхӑтра иртсе ҫӳренипе Ҫтаппан ҫеҫ мар, Атӑл хӗрринче пурӑнакан ытти чӑвашсем те вӑхӑт чухлама вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чыслав вӑхӑтӗнче хӗвел те пӗр вӑхӑт ҫутатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Вӑхӑт чылая кайнӑ пулин те вӗсем ҫинче ларса пыракансем иккӗш те ҫывӑрмаҫҫӗ ҫак самантра, иккӗш те юлашки вӑхӑтра вӗсен хушшинче пулса иртнӗ акӑш-макӑш ӗҫсене тепӗр хут аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки вӑхӑтра ку енӗпе аппаланмасть, пушӑ вӑхӑт сахал-мӗн.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Ҫӑкӑра хӗрарӑмсем кӑмакаран вӑхӑтра кӑларма пӗлнӗ пекех, кӗтсе тӑракан ҫын патне те ни кая юлмасӑр, ни кирлӗ вӑхӑт ҫитмесӗр тухмалла мар.

Тут главное верно рассчитать момент подобно тому, как женщины угадывают точное время, когда вынимать из печи готовый хлеб, — ни раньше, ни позже.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чана апат шыранӑ, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ чӗпӗсене тӑрантармалли вӑхӑт пулнӑ.

Галка искала корм, потому что наступало время кормить птенцов.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй йӗркипе ташлама Вӑхӑт пуса каччисен; Хӑй йӗркипе юрлама Вӑхӑт ҫитнӗ хӗрҫумсен.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Халь ӗнтӗ ватӑ — вӑхӑт ҫитнӗ: Ирпе каҫпа шӑм-шак сурать, Иртни ҫине шап-шур тум витнӗ — Вӑл, вӑхӑт, хӑй тӗсне хурать.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тырӑ вырнӑ вӑхӑт вӗт вӑл колхозниксемшӗн чи хӗрӳллӗ вӑхӑт, халь ватти-вӗтти юлашки вӑйне парса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Вӑхӑт, пире те вӑхӑт акана тухма, — терӗ Ятман хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян конюх хӑйӗн качакине пӑхассипе вӑхӑт ытларах ирттерчӗ пулас, колхоз витине ирхи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ ҫитрӗ, вӑл пынӑ ҫӗре Левентей пур витесене те тӗрӗслесе тухма ӗлкӗрнӗ, халӗ Сехре Иванне конюхсен ҫуртӗнче кӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӑхӑт иртрӗ, хӗл пулчӗ, ял халӑхӗ учӳк вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ хӑрушӑ ӗҫе пӗчӗккӗнех манса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи вӑхӑтра Ольга Федоровна ытларах ҫыхма кӑмӑллать, пушӑ вӑхӑт пулсанах алла ҫип тытать те ҫыхма пуҫлать, йӗппе те ҫыхать, ҫекӗлпе те.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Ҫав вӑхӑтрах вӑл амӑшӗ вырӑнне шкулта тирпейлӳҫӗре ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та вӗренме вӑхӑт ҫитерейменнипе амӑшӗ шкула яма пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Ҫав вӑхӑтрах вӑл пире валли те, хӑйӗн ывӑлӗсем валли, вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Тата вӑхӑчӗ те ҫул ҫӳремелли вӑхӑт мар халь — мӑй таран ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех