Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑмах (тĕпĕ: вӑрӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшпе илсен, кӗпе ҫын кӗлетки ҫинче ҫӑтӑ ларнӑ, вӑрӑмах пулман (110-120 см тӑршшӗ).

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӑрӑмах та мар ҫыру кӑна иккен…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Чӑваш литератури, Октябрь хыҫҫӑнхи ҫулсенче кӑна халӑх пурнӑҫне шанчӑклӑ тымар яма пуҫланӑ литература, ачалӑхран хӑвӑртах темелле ҫамрӑклӑха куҫрӗ, унтан, ҫулсерен вӑй илсе, пирӗншӗн пулсан вӑрӑмах ҫулне вӑй питти ҫын пекех утса пычӗ (чӑн та, терт-хӗн тӳсмесӗр мар), халӗ пысӑках утӑмсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Атте аллинче — пуртӑ, мӑшӑрӑм аллинче — пӗр вӑрӑмах мар патак.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вӑрӑмах мар Вӑтакас йӗри-тавра — тарӑн ҫырмасем.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Пӗрин вӑрӑмах мар ҫирӗп хӑю тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Вӑрӑмах та мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл вӑрӑмах мар пулсан та итлекенсем валли питӗ пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

— Эпир виҫсӗмӗр питӗ туслӑ пулнӑ вӗт-ха, ҫав туслӑх вӑрӑмах тӑсӑлман пулин те.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах ку уҫӑмсӑр ыйтусен «барабанне ҫавӑрса» уҫӑмлӑ хурав шырасси вӑрӑмах тӑсӑлмарӗ: таҫтан шалтан-шалтан, пуҫне уха-уха, кӑкӑрне ҫапа-ҫапа «тепӗр Пурис» сиксе тухрӗ те пӗтӗм иккӗленӗве сӗмсӗррӗн сирсе ывӑтма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима та илемлӗ кӗпепе, юриех кӑтралатнӑ пек хумлӑн-хумлӑн выртакан вӑрӑмах мар тӗксӗм сарӑ ҫӳҫне хулпуҫҫи ҫине усса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ултӑ миллиметр сарлакӑш вӑрӑмах мар проволкӑпа ӗлӗк ҫутӑ юписене чӗркесе ҫыхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Кайӑксем лармалли тӑвасси вӑл пачах та йывӑр ӗҫ мар: шӑчӑпа тепӗр вӑрӑмах мар патак ил те кӗрепле евӗр ҫап та ларт.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Пӗчӗкҫеҫ пӑравус, хӑйне кура мар пысӑк трубаллӑскер, вӑрӑмах мар состава аран-аран пашкаса туртса килет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрӑмах мар мӑйӑх шӑтнӑ ӗнтӗ, кӑпӑш сухал та ӳсесшӗн — мӗскӗнскере бритвӑпа хыра-хыра пӑрахатӑп.

У меня были уже небольшие усы: начала также пушиться нежная борода, такая жалкая, что я усердно снимал ее бритвой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах ҫул вӑрӑмах мар, унӑн тӳсӗмсӗрлӗхӗ вара ҫав тери хӑватлӑ, ҫавӑнпа та, кӗтнӗ пекех, Давенант Футроз ҫурчӗ ҫывӑхне ҫиччӗ ҫурӑра ҫитсе тӑчӗ.

Однако расстояние было не так велико, а его нетерпение — огромно, и, как следовало ожидать, Давенант оказался вблизи дома Футроза за полчаса до восьми.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑрӑмах мар ҫул тӑршшӗпех чӗмсӗррӗн ӳпкелешсе пычӗ; сунарҫӑ ҫырансене, юхан шыва, хӗвеле, шыв хӗрринче тӑракан тӗпӗклӗ чарлана, юхса пыракан йывӑҫа, йыттине тата таврара хӑй мӗн курнине пурне те кӳлешсе мӑкӑртатрӗ.

Недолгий путь прошел в молчаливых сетованиях; охотник хмуро брюзжал на берега, реку, солнце, хохлатую цаплю, стоящую у воды, плывущее дерево, собаку и все, что было для него видимым миром.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Вӑл классиксен вӑрӑмах мар, анчах вӑйлӑ япалисене янӑратать: Мендельсонпа Бетховенӑн, Шопенпа Годарӑн, Григӑн, Рубинштейнпа Моцартӑн никама хӗрхенми, тӗлӗнмелле музыки Трумова вӑйлах кисретрӗ, ҫак кӗвӗсене Ольга Васильевнӑн упӑшкин сӗрме купӑсӗ кӑларнӑран Трумов туйӑмӗсем сисӗнмеллех аманчӗҫ.

Он играл небольшие, но сильные вещи классиков: Мендельсона, Бетховена, Шопена, Годара, Грига, Рубинштейна, Моцарта. Беспощадное очарование музыки потрясло Трумова, впечатлительность его была к тому же сильно обострена появлением мужа Ольги Васильевны.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Кӑвак улача ӗмӗрӗ вӑрӑмах пулман.

Не долог был век синей пестряди.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пуллисем кача пӳрнинчен вӑрӑмах мар, ҫав тери пӗчӗккӗ, анчах вӑл халӗ хырӑм выҫҫине туйсах каймасть-ха.

Они были с мизинец длиной, не больше, но ему не особенно хотелось есть.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех