Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫса (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах тап-такӑр урампа иртсе пынӑ чухне ӑнсӑртран ура айне пулнӑ тӗмеске ҫине такӑнса пушмак тӗпне хӑйпӑтса пӑрахсан, эпир урамне те, ҫул-йӗр ӑстисене те, атӑ-пушмак ҫӗлекенсене те вӑрҫса пӑрахма хатӗр, ун чухне эпир хамӑр ҫав урамри чаплӑ ҫуртра пурӑннине те мансах каятпӑр…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ухмах вӗт эпӗ, — хама хам вӑрҫса илтӗм вара.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавна пула чутах тӗрмене ҫакланаттӑм тесе, темиҫе хут та вӑрҫса илчӗ вӑл Ҫӗпӗрти ашшӗне, ҫыру та ҫырас тенӗччӗ, анчах ҫырусене темле «цезӑрсем» уҫса вулаҫҫӗ тенине илтсен, хӑраса ӳкрӗ, ҫырмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыйтмасӑр авланнӑшӑн сана ял тӑрӑх вӑрҫса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне темиҫе хут чӑвашла вӑрҫса илчӗ Иван:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла пӗр передачӑра Андрей Сахаров ученӑя (ун чухне ҫынсен прависене хӳтӗлекен Сахаров паллӑ ученӑй кам пулнине пӗлмен те) ниҫта кайса кӗме ҫук вӑрҫса ӑшалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫул ҫинче хама хам вӑрҫса пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тухатмӑш вӗсем хыҫҫӑн ахлатса, сурчӑк сирпӗтсе вӑрҫса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тӑма хал ҫитереймен тухатмӑш тарӑхса вӑрҫса выртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Кил-ҫуртра ним ҫукран нимӗр пӗҫерекенсене, вӑрҫса, харкашса пурӑнакансене хӳтӗлеместпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Кавказа вӑрҫса илнӗ чух, абхазецсем пуринчен те хытӑрах парӑнмасӑр, хирӗҫ тӑнӑ.

Абхазцы оказали наибольшее сопротивление при завоевании Кавказа.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хансем шывшӑн яланах пӗр-пӗринпе вӑрҫса пурӑннӑ.

Из-за воды ханы вели между собой постоянные войны.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен пушӑ хирсен зонинчи халӑх мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Виктора темле аван мар тунӑшӑн Лиза хӑйне вӑрҫса та илнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темӗнле ҫав тери кирлӗ ӗҫ алӑ пымасӑр юлнӑ пек, ҫав ӗҫ Укахви пуҫӗ ҫинчех тӑнӑ пек, ҫакӑншӑн ӑна такам вӑрҫса тӑкас пек хатарлӑ шик ҫӗкленчӗ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Такам ураран ӳкрӗ, тахӑшӗ вӑрҫса илчӗ, пите тахӑшӗн пуҫӗ пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Халь вӑрҫса тухса кайрӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Ухмантей, — пуҫне калт усрӗ те хӑйне хӑй вӑрҫса илчӗ ҫыран хӗрринчи йывӑҫ айӗнче ларакан Павӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫапла шухӑшларӑм та йытӑ ҫурине аса илнӗшӗн хама хам вӑрҫса илтӗм, Анатолий Семеновича лӑплантарма васкарӑм:

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл ӑна хӑр-хар вӑрҫса тӑкассӑн туйӑнчӗ, анчах ҫиллине самантрах пусарчӗ те паҫӑрхи пекех йӑнкӑлтатса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех