Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫрӗ (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паккӑҫ! — хӑйне хӑй вӑрҫрӗ вӑл самантлӑха пуҫа килнӗ шухӑшсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйне вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗррехинче (1936 ҫул пуҫламӑшӗнче) Аркадий Золотов пире иксӗмӗре те хытӑ вӑрҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Ухмах! — вӑрҫрӗ хӑйне хӑй арҫын ача тулта.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Урӑх ним те каламарӗ, никама та ӳпкелемерӗ, хӑйне ҫеҫ вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн ҫывӑрма ҫеҫ пӗлетӗр! — йыттисене вӑрҫрӗ пӳртрен сирпӗнсе тухнӑ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку шухӑш Таранова ир те, каҫ та канӑҫ памарӗ: «Наталь пек вӗлтӗрккешӗн Инессӑна сивӗтрӗм, чӑнах тӑр ухмах эп», — вӑрҫрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑт тӑмпуҫ! — вӑрҫрӗ вӑл хӑйне. — Темрен тем курса тӑрӑн?»

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӑш-пӗрисем сана сӑлтавсӑр мар тиркеҫҫӗ, чӑнах та, тӑр ухмах эс, Никифор Ильич, чӑнах та тӑр ухмах, — вӑрҫрӗ хӑйне хӑй Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сире ӗнер упӑшкӑр хытӑ вӑрҫрӗ пуль-ха, ара качча тухнӑ хӗрарӑм ют арҫынсемпе кино тӑрӑх ҫӳрет-ха та…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Тарӑхса кайнӑ Малан кинеми сӗтел хушшинчен ҫинӗ-ҫименех тухрӗ, Татти инкене вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Севет, эс мӗн ҫухалса ларатӑн? — арӑмне вӑрҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр шутласан, ӗне пек ухмах выльӑх та ҫук пуль, — сассине хӑпартмасӑр, кӑмӑллӑн вӑрҫрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира вара, ӑна-кӑна туймасӑр, ҫаплах Аркаша вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кивӗрех ҫӳхе халат тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, хӑйӗн кӗрнеклӗхӗпе киленнӗ пек, мӑнаҫлӑн саркаланса утаканскер, тулли шыв витрине ӗне умне лартсан малтанах шӑрӑх ҫанталӑка вӑрҫрӗ, кайран вара кӑвак куҫӗпе ман ҫине ӑшшӑн пӑхкаласа ҫырас ӗҫ пирки сӑмах хускатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ачан пиншакне тӳрлеткелерӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, ҫаплах вӑрҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑрман ҫумне лӑпчӑннӑ пӗчӗк ял мӗншӗн Хура Качака тенине аса илсен Испуханов: «Эп хам та кунта, ӗлӗкхи айван хура качака хӑраххи, темле кашкӑрсем тӗлне ҫаклантӑм пулас. Ман чун-чӗрери лайӑххине, ыррине татӑкӑнтатӑкӑн туртса ҫурчӗҫ вӗсем. Тӗрӗсех вӑрҫрӗ вӗт Шупашкарта мана Ҫемен», — тесе асаплӑн шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Куҫ умӗнченех ҫухалчӗ! — вӑрҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни сӑмах каламассерен хӑй Кӗлсулттан кинемее вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳршӗ окопсенче йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ фашистсене чӗререн ылханса вӑрҫрӗ, тахӑшӗн вилес умӗнхи юлашки сасси пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех