Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫнине (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫилӗллӗ Тарье аппа мӗнле сӑмахсем каласа вӑрҫнине калама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Мамарланов кама вӑрҫнине ӑнланайман Герасим Федотович хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн кулса илчӗ: ҫамрӑк чухне те унӑн тусӗ тарӑхнӑ самантсенче пуҫри карттусне е ҫӗлӗкне ҫӗре йӑтса ҫапатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхи ҫав Якур пичче, хӑлхи хытӑ пулсан та, мана аппа урана йӗпетсе таврӑннӑшӑн вӑрҫнине тавҫӑрса илнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пулман-ҫке эпӗ фронтра, ҫынсем вӑрҫнине кинора ҫеҫ курнӑ!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эп юри эс вӑрҫнине итлеме килтӗм.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем вӑл вӑрҫнине итлесе тӑмарӗҫ, хутаҫа салтрӗҫ те унти ӑпӑр-тапӑра ҫерем ҫине силлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак сӑмахсене кашни кун илтекен Ахтупай тек килте ларма пултараймарӗ, амӑшӗ вӑрҫнине пӑхмасӑр юлан утпа Кив Тукайкассине тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне хисеплемесӗр калаҫнине ҫеҫ мар, вӗсем вӑрҫнине те чӑтса ирттерӗ Енчӗпекшӗн.

Ради Ендебек Яндул готов вытерпеть все: и их ругань, и оскорбления, и унижения…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр тесен, камӑн илтес килӗ ӗнтӗ пахча ҫаратакан ачасем пирки кашни кунах кӳршӗсем пыра-пыра вӑрҫнине!

Как же, ведь изо дня в день одно и то же: ходят и ходят к нему соседи, жалуются на его ребятишек, разоряющих грядки в чужих огородах.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анушка, амӑшӗ вӑрҫнине итлемесӗр тухса каяс пек, чӳречерен пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа вӑл тӗл пулнӑ чух хӑех ыйтса пӗлес терӗ, — вӑрҫсан вӑрҫать, Сехре ҫын вӑрҫнине пӗрремӗш хут илтмест.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл иртнӗ расра фермӑри йӗркесӗрлӗхсемшӗн хӑйнӗ Липа вӑрҫнине аса илчӗ, вара ун пичӗ татах та салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа Сехрепе хыттӑнах вӑрҫнине хӑй те манман курӑнать, вӑл ӗҫленӗ ҫӗре кӗме кӑмӑл тумарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай вӑрҫнине хӑлхана чикмесӗр вӑл ҫӗр пӳрте тирпейлеме, арҫынсем касса хатӗрленӗ пушӑта тӗркесем туса тула кӑларма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та вӑл Ахтупая хӑлха чикки памарӗ, ашшӗ вӑрҫнине савӑнса итлесе тӑракан ывӑл ачи еннелле пуҫ сулчӗ те ӑна кӳршӗрен темле Ивашкӑна чӗнсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аскерсем вӑл мӗнле вӑрҫнине илтсен тӳрех ӑнланчӗҫ: хан тарӑхнӑ, хан туллашать, ун патне тек вырӑссене кӗртме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа вӑрҫнине Ахтупай пуҫа чиксе тивӗҫлӗн итлесе тӑчӗ, вӑл чарӑнсан тин лӑпкӑн кӑна: — Асамата Нухрат утланса тухса кайрӗ, — тесе ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен амӑшӗ кӗпе вараланӑшӑнах вӑрҫнине илтменрен Саша мӑшӑрне пӗр хушӑ нимӗн калама аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Урӑ пурнӑҫпа пурӑнакансен обществине кайса намӑсланасси савӑнтармасть-ха ӑна, ҫынсем хӑвӑн ывӑлна вӑрҫнине итлесе тӑрасси кӑмӑллӑ япалах мар.

Предстоящее посещение общества трезвости его не радовало: не очень-то приятно стоять и слушать, как ругают твоего сына.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр темиҫе минутран эпир… усал та хаяр сӑмахсемпе хытӑ вӑрҫнине илтрӗмӗр.

Через несколько минут мы услышали… громкие ругательства.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех