Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрттӑнтарах (тĕпĕ: вӑрттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывлӑх сунчӗ, хӗрсене вӑрттӑнтарах сӑнаса илчӗ, унтан ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ку вӑхӑта тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ, — хальхинче ку сӑмахсем тата вӑрттӑнтарах янӑраса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Петр Васильевич вара вӑрттӑнтарах сыпкалама пуҫланӑ, майӗпен-майӗпен пачах ӗҫме пӑрахнӑ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эрех тенине ку таранччен Потапов вӑрттӑнтарах ӗҫнӗ — килӗнче, никам курман ҫӗрте, анчах пӑшатана михӗре пытараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аня вӑрттӑнтарах вырӑн тупрӗ те, салтӑнса, шыва чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Сӑлтавсӑрах ырламасть Глафирӑна ку — ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм пирки унӑн вӑрттӑнтарах шухӑш пур-тӑр».

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнсе ларакан Филипп Петрович мана асӑрхасанах ҫӗкленчӗ, куҫ хӳрипе вӑрттӑнтарах пӑхса илсе ал пачӗ, унтан калаҫма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Итле-ха, Ахтупай, сан сӗрме купӑсун хуҫи Ятламас мар пулӗ те? — вӑрттӑнтарах ыйтрӗ Альпи какай йӑтса каяс умӗн.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каҫалапа, — терӗ вӑл вӑрттӑнтарах, — эпир тинех ҫитетпӗр ӗнтӗ.

— К вечеру, — загадочно сказал он, — мы, наконец, придем.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Господа! — ҫавӑн пекех хаваслӑн, анчах вӑрттӑнтарах каларӗ Алексей, аллинчи вилкипе сулкаласа.

— Господа! — так же восторженно, но уже вкрадчиво говорил Алексей, размахивая вилкой.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Офицер, хӑйӗн умӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫине вӑрттӑнтарах пӑхса, аллинчи карандашне ҫавӑркаларӗ.

Офицер вертел в руках карандаш, исподтишка рассматривая стоящую перед ним женщину.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Епископӑн вӑрттӑнтарах тухакан сассинче сахалах мар наркӑмӑш пурри сисӗнчӗ.

 — Во вкрадчивом тоне епископа, каким были сказаны эти слова, было немало яда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Унтан ытти пассажирсене пӑхса ҫаврӑннӑ та, вӑрттӑнтарах калаҫас тесе, Нилов ларакан тенкел ҫине куҫса ларнӑ, аллине унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, пӑшӑлтатма пуҫланӑ:

Затем, оглянувшись на других пассажиров и желая придать разговору больше интимности, он пересел на скамью рядом с Ниловым, положил ему руку на колено и сказал, понизив голос:

XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Эхер те мехер салтак арӑмӗ патне — Аксинья патне — Григорий ҫынсенчен пытарма тӑрӑшнӑ пек туса ҫӳрес пулсан, Аксинья Григорипе вӑрттӑнтарах, ыттисене те хӑйӗнчен тӗртсе ямасӑр, пурӑнас пулсан, — кунта нимӗн ытлашши куҫа ҫисе тӑраканни пулман пулӗччӗ.

Если б Григорий ходил к жалмерке Аксинье, делая вид, что скрывается от людей, если б жалмерка Аксинья жила с Григорием, блюдя это в относительной тайне, и в то же время не чуралась бы других, то в этом не было бы ничего необычного, хлещущего по глазам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утнӑ чух вара тирпейсӗр те лӳпперрӗн пырать, аллисене сулкаламаннине те асӑрхарӑм эпӗ, вӑл ӗнтӗ ҫыннӑн вӑрттӑнтарах характерне кӑтартакан паллӑ!

Его походка была небрежна и ленива, но я заметил, что он не размахивал руками, — верный признак некоторой скрытности характера.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ачасенчен вӑрттӑнтарах кӗсйинчен пӗчӗк коробка туртса кӑларчӗ.

Потихоньку он извлек на свет коробочку из-под пистонов.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех