Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрринчи (тĕпĕ: вӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юханшыв вӑрринчи ҫулталӑк хушшинчи шыв юхӑмӗн вӑтам кӑтартӑвӗ — ҫеккунта 7,23 м.

Среднегодовой расход воды в устье — 7,23 м³/с.

Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)

Анчах, пӑшӑрханап пӗр усал-тӗселшӗн — Ҫавал ҫинче паян ир пулнӑ ӗҫсемшӗн: Анат Сӗнтӗр вӑрринчи ӑста пӑхӑрҫа Тума хушсаччӗ ылтӑн ярӑм шӑрҫа, Патшан шурӑ мӑйне парнелесе ҫакма.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эпир Сарри хӑтапа иксӗмӗр Ҫавал вӑрринчи вӑрманта тем пысӑкӑш упа куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Адашев хӑй те сисрӗ: пит кӗтнӗ вӑхӑтра ҫитрӗ вӑл Сӗве вӑрринчи ҫӗнӗ хулана.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каласа воевода пусма тӑрӑх патша кимми ҫине утса хӑпарчӗ, ун хыҫҫӑн вырӑссемпе пӗрле Сӗве вӑрринчи хулана пыракан тутар княҫӗсем, стрелецсен пуҫлӑхӗсемпе думнӑй ҫынсем ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуху пӗтнӗ-пӗтмен Сӗве вӑрринчи хулана делегаци ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла ҫеҫ мар, ҫӗрле те питӗ хитре Сӗве вӑрринчи ҫӗнӗ хула.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Костров князь мана ҫав базӑна Сӗве вӑрринчи Ҫаврака сӑрт ҫинче тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер сунарҫӑсем пысӑках мар юхан шыв вӑрринчи кӳлӗ хӗрринче чарӑнчӗҫ.

Накануне этого дня охотники остановились у озера, в устье небольшой реки.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тата икӗ кунтан, июлӗн 20-мӗшӗнче, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем Конго вӑрринчи Эмбомӑна каякан каравана тӗл пулчӗҫ.

Через два дня, 20 июля, миссис Уэлдон и ее спутники встретили караван, направлявшийся в Эмбому, в устье Конго.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ыран-паян шыв вӑрринчи португал ялӗсене ҫитме ӗмӗтленнӗ тертленсе пӗтнӗ ҫынсемшӗн мӗнлерех пысӑк инкек ку!

Какой жестокий удар для измученных людей, которые надеялись не сегодня-завтра прибыть в португальские поселения, расположенные в устье реки!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӳсентӑран океана юхса тухакан шыв вӑрринчи пек пуян мар, ҫапах та Ҫӗнӗ тӗнчепе Кивӗ тӗнчери вӑтам климатлӑ ҫӗршывсенчинчен чылай йӑвӑ.

Растительность была не такой обильной, как в низовьях впадающей в океан речки, но все же более густой, чем в странах умеренного пояса Старого и Нового Света.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дон вӑрринчи Елизаветовски виле тӑприне тишкернӗ май Сергей Лукьяшко кӗтмен пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Сергей Лукьяшко сделал неожиданный вывод, проанализировав содержимое Елизаветовского могильника в дельте Дона.

Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html

18. Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те — 19. вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.

18. И будет в тот день: даст знак Господь мухе, которая при устье реки Египетской, и пчеле, которая в земле Ассирийской, - 19. и прилетят и усядутся все они по долинам опустелым и по расселинам скал, и по всем колючим кустарникам, и по всем деревам.

Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех