Шырав
Шырав ĕçĕ:
Штат территорийӗн ытларах пайне Серрадо анлӑ экорегион йышӑнать, ҫапла вара Токантинс Амазонин тропик вӑрманӗсемпе Бразилин курӑк ӑнса ӳсекен тӳремлӗхӗсем хушшинчи чикки пулса тӑрать.
Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81
Анчах халӗ эпӗ сире, тусӑмсем, Карелин илемлӗ вӑрманӗсемпе кӳллисем ҫинчен мар, унӑн йӳҫӗхсе тӑракан хӑрушӑ шурлӑхӗсем ҫинчен каласа парас тетӗп…
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кайран вуласа пӗлтӗм те эпӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ крайӗн вӑрманӗсемпе тинӗсри утравсем ҫинче ҫирӗм-вӑтӑр вак халӑх пурӑнать иккен.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Вӑл кунсӑр пуҫне те чылай мӑкӑртаткаларӗ, ӑнланса илме ҫук ҫыхӑнусӑр пуплевсемпе хӑйӗн амӑшӗ ҫинчен, хӗвеллӗ Калифорни ҫинчен, апельсин вӑрманӗсемпе чечексем ӑшӗнче ларакан тӑван ҫурчӗ ҫинчен те чылай калаҫрӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Ҫак отряд вара ҫав вӑхӑтра Чехословаки вӑрманӗсемпе тӑвӗсем ҫинче ҫапӑҫакан отрядсенчен пӑри пулса тӑнӑ.Один из многих партизанских отрядов, действовавших в те дни по всей лесной и горной Чехословакии.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Картта ҫинче ҫӳлерехре, сулахайра, вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман ешерсе выртать, вӑл Брянск вӑрманӗсемпе сыпӑнса каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ку вырӑнта хурӑн вӑрманӗсемпе хупланнӑ тата шапа сассисемпе тулнӑ сулхӑн шывлӑ кӳлӗсем — пысӑккисем те, пӗчӗккисем те — сарӑлса выртнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл вырӑнтан утравӑн пӗтӗм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗ, унӑн вӑрманӗсемпе тӳрем улӑхӗсем курӑнаҫҫӗ.Оттуда открывался вид на всю северо-восточную часть острова, на его леса и долины.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
«25) хула округӗн территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене ҫирӗплетесси, вӗсене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе пурнӑҫласси, асӑннӑ правилӑсемпе килӗшӳллӗн хула округӗн территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе йӗркелесси, ҫавӑн пекех хула округӗн чиккисенче вырнаҫнӑ хула вӑрманӗсемпе, уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсенчи вӑрмансемпе усӑ курас, вӗсене сыхлас, хӳтӗлес, ҫӗнетсе пырас енӗпе тӑвакан ӗҫсене йӗркелесси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
«20) поселени территорине тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене ҫирӗплетесси, вӗсене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе пурнӑҫласси, асӑннӑ правилӑсемпе килӗшӳллӗн поселени территорине тирпей-илем кӗртес ӗҫе йӗркелесси, ҫавӑн пекех поселение кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ хула вӑрманӗсемпе, уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсенчи вӑрмансемпе усӑ курас, вӗсене сыхлас, хӳтӗлес, ҫӗнетсе пырас енӗпе тӑвакан ӗҫсене йӗркелесси;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
- 1