Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрмантах (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗн те тӑваймастӑн, вӑкӑра вӑрмантах хӑварса пӳлӗнсе сывла-сывлах ял еннелле чуптарать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Вӑрмантах хатӗрлеме пулать мӗн те пулин вӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юрать-ха вӑл вӑхӑтра йывӑҫа вӑрмантах татса сыпӑланӑ, хальхи пек пулсан…

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Касакансем кӑнтӑр кунне вӑрмантах ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курпунланарах панӑ, пысӑк сухаллӑ лесник, хӑйӗн мӗнпур пурнӑҫне вӑрмантах ирттерсе янӑскер, мана пӗрлӗхенпе, пылпа вӗри чей ӗҫтерчӗ, хӑй ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Унӑн вӑрмантах ҫӗр каҫмалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫул ҫинче вара пӗр хӑшместӗр хӗтӗртнипе чи усал пуянне вӑрмантах ҫакса хӑварнӑ халӑх, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн, мучи, халлӗхе вӑрмантах пурӑнмалла-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Нумай, ӗмӗрне вӑрмантах пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ӑна пӗлнӗ пулсан вӑрмантах ҫӗр пӳрт шырамаллаччӗ манӑн, ҫавӑнтах ҫӗр каҫмаллаччӗ, — терӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрмантах, кунтан пӗр ҫухрӑма яхӑнра, тепӗр юман хӑвӑлӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫумӑрпа витӗрех исленнӗскерсем вара йӗпе шӑшисем пек пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

— Кунтах, вӑрмантах.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

— Пӗр вӑрмантах тем тӗрлӗ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑрмантах лайӑхчӗ, унта ҫынпа тан ӗҫлеме пулатчӗ».

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ.

Из поселка Полярная Звезда один из отправившихся в лес (мужчина) пошел домой, а женщина осталась в лесу.

Йытӑ килне таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33008.html

Ялтан лавсем ҫитсен сунарҫӑсем упа тирне вӑрмантах ҫӳрӗҫ те какайне ушкӑнри ҫынсен шучӗпе тӑватта пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӗҫӗр вӑрмантах ҫӗр каҫрым.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑнсӑрланнӑ шупка пичӗпе куҫ лупашкисем тӗксӗмленни ҫине пӑхсан, вӑл та вӑрмантах выртса ҫӗр каҫнӑ, тесе шутлама пулать.

Бледное, измятое лицо с темными впадинами под глазами заставляло думать, что он, вероятно, тоже ночевал в лесу.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпе ӑна хӑйӗн канделябрӗсемпе, кавирӗсемпе вӑрмантах хӑварма тӗв турӑм.

Я решил оставить его в лесу с его канделябрами и коврами.

IV. Телейсӗрлӗх кӑшӑлӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех