Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӑрлӑхӗнчен (тĕпĕ: вӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эй Иаков килӗ, хӑвӑра Израиль ячӗпе чӗнекенскерсем, Иуда вӑрлӑхӗнчен пуҫланса кайнӑскерсем, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑваканскерсем, тӳррипе, чӑннипе мар пулин те Израиль Туррине пуҫҫапакансем, итлӗр ҫакна.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон вара ашшӗсем патне кайса канӑҫнӑ, 27. халӑх валли вӑл хӑй вӑрлӑхӗнчен ӑссӑрлӑх — 28. катӑк ӑслӑ Ровоама — хӑварнӑ, лешӗ хӑй ӗҫӗсемпе халӑха хӑйӗнчен пистернӗ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ те аннем варӗнче ар вӑрлӑхӗнчен, ҫывӑрса киленнӗ хыҫҫӑн, тӗвӗленнӗ, юн кӗвелсессӗн вунӑ уйӑх хушши ӳтленнӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑллӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗнчен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1