Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑратрӑн (тĕпĕ: вӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗр ҫул пӗр вӑранмасӑр ҫывӑракан Пулӑ патшине мӗншӗн вӑратрӑн?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ав, ачана вӑратрӑн та, — тӗпелти краватьсем патнелле утрӗ Васса.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ман вулаканӑм, ырӑ тусӑм, Паян вӑратрӑн пулнине, Этем историне пӗр пусӑм Туса хускатрӑн иртнине.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпӗ те сана юрататӑп, Халиччен тӗлӗрсе выртнӑ чунӑма вӑратрӑн эсӗ манӑнне.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Сигби, эсӗ этеме ыйхӑран вӑратрӑн, — терӗ вӑл, — курсам: унӑн ҫӳҫӗнче мӗн чухлӗ улӑм, турпас та тӗк-мамӑк; сана ху кӑшкӑрнипе вӑранмашкӑн турӑ ан хуштӑрах.

— Ты разбудил человека, Сигби, — сказал он, — посмотри, сколько у него в волосах соломы, пуху и щепок; не дай бог тебе проснуться под свой собственный окрик.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Эсӗ мана вӑратрӑн та… —

Ты разбудил меня.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эсӗ юханшыв тӑрӑх тӑвалла та, анаталла та пӗр ҫирӗм миля таран пур вӗҫен кайӑксене те, тискер кайӑксене те, шуса ҫӳрекен чӗрчунсене те вӑратрӑн ӗнтӗ.

Ты разбудил всех птиц, зверей и пресмыкающихся на двадцать миль вверх и вниз по реке.

VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Юрать-ха эс мана вӑратрӑн, пит аван турӑн! — терӗ Катерина, тӗрленӗ кӗпе ҫаннипе куҫӗсене шӑлкаланӑ хушӑрах хӑй умӗнче тӑракан упӑшки ҫине пӑхса.

— Как хорошо ты сделал, что разбудил меня! — говорила Катерина, протирая очи шитым рукавом своей сорочки и разглядывая с ног до головы стоявшего перед нею мужа.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех