Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑратнӑ (тĕпĕ: вӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл урам вӑййисенче тӑсса янӑ юрӑ сасси уй-уй, ҫырма-ҫатра, ӗшне урлӑ каҫса кӳршӗллӗ ялсенчи яшсен чунӗсене вӑратнӑ, хӗрӗсене вӑй кӳнӗ, клубра-ҫуртра унӑн сасси чӳрече кантӑкӗсене чӗтретнӗ, унтан-кунтан е алӑкран хӗсӗнсе тухса яла вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗҫелис аквариумри ӳсен-тӑран хушшинче тӗлӗрекен пулӑсене кантӑкран шаккаса «вӑратнӑ» май, «Чӗрӗ-и эсир унта, вилмен-и?» — тесе мӑкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Завьялов сасси Осокина ыйхӑран вӑратнӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ирхине тӑват сехетсенче аслӑ хӗрӗ амӑшне вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Халь эп татах та хисеплетӗп Сире — вирьял тусӑмсене, Йӑлӑрсене те, чӗлхӗре те, Чемей ялне, Йӑван уйне», — акӑ еплерех туйӑмсем вӑратнӑ ҫамрӑк Айхи чунӗнче вирьял тӑрӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хам та сиссе юлаймарӑм — темӗнле асамлӑ вӑй мана ҫав камера вырнаҫнӑ ҫурт хыҫнелле, йытӑсен чунӑма тарӑнах тапратнӑ, чун-чӗрере палламалла мар тӗрӗслӗх туйӑмне вӑратнӑ сассисем еннелле ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чечексем, кӗреннисем, Сӑну пек ҫут хӗрлисем, Кам вӑратнӑ вӗсене ирех?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурпӗрех йывӑрлӑхсем хӗлле мар, кунсеренех кунӗленсе пыракан хӗвелӗ сивӗ-сулхӑн ҫутҫанталӑка шурӑ ыйхӑран вӑратнӑ кунсенче купаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Шурӑ роза… шурӑ роза… ман чӗрери ҫуркуннене вӑхӑтсӑр вӑратнӑ роза, — хӑй тӗллӗнех пӑшӑлтатрӗ хӗрача.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тен, ҫавӑ вӑратнӑ ӑна?

они и разбудили его.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳрт чӳречинче сарӑ ҫутӑ мӗкӗлтетет, ҫывӑрма юратакан Някуҫ мучие Ухиме кинемей хуран айне пӑхма вӑратнӑ пулмалла.

В оконце домика мигает огонь: наверно, тетушка Угиме растолкана любящего поспать Нягуся и приставила его к очагу.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс тивӗҫлӗхе ялан вӑратнӑ Этемӗн хӗмлӗ чӗринче, Эс ҫыннӑн вырӑнне кӑтартнӑ Ҫак аслӑ, тертлӗ ҫӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗлле вӑл каҫсенче юратнӑ Ларма халап хапхи ҫинче: Ача-пӑча ыр чӗринче Хастарлӑх туйӑмне вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Майне пӗлет вӗл йӗрлеме: Хӑҫан, мӗн халӑха вӑратнӑ, Ӑна ура сине тӑратнӑ, Мӗнле пуҫланӑ кӗрлеме.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла туса вӑл ача чунӗнчи ырӑ туйӑмсене вӑратнӑ, ыррипе усаллине уйӑрса илме вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Батухан сасси ҫар халӑхне темле тӗлӗкрен вӑратнӑ пек тӑна кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗтӗм вӑйпа, вӗлермелле тапрӗ-ҫке-ха ӑна Тукай шыв сапса вӑратнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫын ача-пӑчасенчен килти ӗҫре тулкки ҫук: ахаль мар пулӗ вӗсене аслашшӗ тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тыр вырма хӑйӗн туратлӑ туйипе тӗрте-тӗрте вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ каччӑ пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31958.html

Ыйхӑ тӗлӗшпе, ҫутӑ ҫинче куҫне шартарса хӑйне вӑратнӑ ҫынсене тӗсесе сӑнать, черетпе иккӗшне те пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Заспанный, щурясь от света, он пристально смотрел на разбудивших его людей, переводя взгляд с одного на другого.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех