Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑкӑрӗсен (тĕпĕ: вӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырма хӗрне антӑмӑр та чӑнкӑ ҫыранран шыв вӑкӑрӗсен авӑнчӑк ӗнсисене пӑхса тӑратпӑр.

Мы спустились к речке, стоим на крутом берегу и смотрим на выгнутые загривки выпей.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Вӑкӑрӗсем кил еннелле ҫаврӑнса утма тытӑнсан, юланутлӑ Кондрат вӑкӑрӗсен ҫулне пӳлчӗ, вӗсене ял Совет еннелле пӑрса ячӗ.

Быки повернули было домой, но Кондрат с закипевшей на сердце злобой, наезжая конем, преградил им дорогу, направил к сельсовету.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.

За кедровые бревна с Ливана, за кипарисные и оливковые доски, за дерево певговое, ситтим и фарспс, за обтесанные и отполированные громадные дорогие камни, за пурпур, багряницу и виссон, шитый золотом, за голубые шерстяные материи, за слоновую кость и красные бараньи кожи, за железо, оникс и множество мрамора, за драгоценные камни, за золотые цепи, венцы, шнурки, щипцы, сетки, лотки, лампады, цветы и светильники, золотые петли к дверям и золотые гвозди, весом в шестьдесят сиклей каждый, за златокованые чаши и блюда, за резные и мозаичные орнаменты, залитые и иссеченные в камне изображения львов, херувимов, волов, пальм и ананасов — подарил Соломон Тирскому царю Хираму, соименнику зодчего, двадцать городов и селений в земле Галилейской, и Хирам нашел этот подарок ничтожным, — с такой неслыханной роскошью были выстроены храм господень и дворец Соломонов и малый дворец в Милло для жены царя, красавицы Астис, дочери египетского фараона Суссакима.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, пӑрахса ан кайсам мана; эй тӗрекӗм! мана пулӑшма васкасам; 21. чунӑма хӗҫрен хӑтарсам, пӗртен-пӗррескерӗме йытӑсенчен ҫӑлсам; 22. арӑслан ҫӑварӗнчен, хир вӑкӑрӗсен мӑйракинчен ҫӑлсам мана, илтсессӗн — хӑтарсам мана.

20. Но Ты, Господи, не удаляйся от меня; сила моя! поспеши на помощь мне; 21. избавь от меча душу мою и от псов одинокую мою; 22. спаси меня от пасти льва и от рогов единорогов, услышав, избавь меня.

Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех