Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Ҫыран хӗррине ҫитсе пынӑ чух пирӗн вӑкӑрсенчен кӑна ик-виҫҫӗшӗ пӗр вырӑна пырса капланнӑ пирки пӑр айне шампӑртатса анса кайрӗҫ.
Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тарланӑ вӑкӑрсенчен пӑс мӑкӑрланать.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫар лашисем чӑнкӑ мӑйракаллӑ вӑкӑрсенчен лайӑхрах туртаҫҫӗ.Как ни странно, а армейские лошади тянули лучше, чем фермерские круторогие волы.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Виҫҫӗмӗш лаша — Вильсон лаши — ҫавӑн пекех сасартӑк вилчӗ, кунсӑр пуҫне кунтан та пысӑкрах инкек пулчӗ — вӑкӑрсенчен пӗри ӳксе юлчӗ.Третья лошадь — лошадь Вильсона — пала так же внезапно, и, что ещё хуже, пал один из быков.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Урапасене кӳлнӗ лашасем вӑкӑрсенчен иртмесӗр утаҫҫӗ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лере, ав, ҫӗтӗк тумтирлӗ, сарлака пит-куҫлӑ тарҫӑ-ногаец, ҫеҫенхиртен хӑмӑш тиесе килнӗскер, есаулӑн анлӑ та таса картишӗнче чӗриклетекен урапине ҫавӑрать те, пуҫӗсене ухакан вӑкӑрсенчен сӳсменӗсене хывса илнӗ май, хуҫипе тутарла калаҫса илет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Кулак ачисем алла хӗҫ-пӑшал илеҫҫӗ, вӗсем пӗтӗмпех ӗлӗкхи йӗрке туса хурасшӑн пулсан, епле хӑпмалла марри пултӑр-ха вӑл вӑкӑрсенчен?
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла, вӑраха ятӑмӑр, вӑкӑрсенчен ытларахӑшӗ пирӗн вӑйсӑр пулчӗҫ, анчах курӑма пӗр пек пайламаллаччӗ, эсир Островновпа иксӗр тунӑ пек мар: уйрӑм хуҫалӑхсенчен мӗн панӑ, сӑхӑмсене ҫавӑнпа тӑрантарса усрамалла имӗш.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
28. Сапансене акӑ мӗнле тунӑ: вӗсем тӑватӑ аяклӑ ещӗк евӗрлӗ, аякӗсене кӗтес тыткӑчисем тытӑнтарса тӑраҫҫӗ; 29. сапансен аякӗсем ҫине те, кӗтес тыткӑчисем ҫине те арӑслансемпе вӑкӑрсем тата херувимсем ӳкернӗ пулнӑ, арӑслансемпе вӑкӑрсенчен ҫӳлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кӑшӑлӗсен ӗлкисем пулнӑ; 30. кашни сапанӑн — тӑватӑ пӑхӑр кустӑрмапа пӑхӑр тӗнӗлсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саул Самуила каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлерӗм, эпӗ Ҫӳлхуҫа янӑ ҫула тухса кайрӑм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтӗм, Амалика вара тӗп турӑм; 21. тупаланӑ тупӑшран, сурӑхсемпе вӑкӑрсенчен, халӑх чи лайӑххине санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна Галгалта парне кӳме илсе килчӗ, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1