Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑкӑрне (тĕпĕ: вӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питан Тимошӗ паян какайлӑх ҫитӗнтернӗ вӑкӑрне пуснӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле ҫеҫ тав тумарӗ пуль ҫавӑншӑн Кулюкка ашшӗ Ҫӗпритуна — виҫӗ ҫулхи вӑкӑрне парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Апла тӑк вӑкӑрне ху ҫавӑтса кӗрт!

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗррехинче вӑл ҫухалнӑ вӑкӑрне шырама кайнӑ.

Однажды он отправился искать потерявшегося быка.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Хӑй ҫапла шутларӗ: вӑйӗ ҫитмест старикӗн, вӑйӗ ҫитсен хӗнесе тӑкӗччӗ те, анчах аллах нухай вӑкӑрне мӑйрака паман-мӗн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Икӗ пӗчӗк вӑкӑрне патшалӑха патӑмӑр эпир, анчах докуменчӗсем пӗр эрне ҫук, ҫавӑнпа та списать туман вӗсене.

 — Двух бычков-то сдали, а документа нет целую неделю, вот они и не списаны.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Катюша вӑкӑра пахчана пӗр кӗтесе илсе кӗнӗ, карта хӗррине хӑех лупас тунӑ, ҫамрӑк чӑрӑшсемпе хупланса ларнӑ клевер пуссинчен хӑех клевер илсе килнӗ, вӑкӑрне хӑех ҫуса тасатнӑ.

Она водворила бычка в углу на огороде, сама смастерила навес у изгороди, сама ходила за клевером на заброшенное, заросшее молодым ельником клеверище, сама мыла и чистила своего питомца.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсир истори вӑкӑрне мӑйракинчен ҫавӑрса тытнӑ.

Вы схватили за рога быка истории.

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑкӑрне ял ҫыннисем хӑйсем пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улпут улталасран упранма, вӑкӑрне халӑх умӗнче пусма, сӗрне те халӑх умӗнчех виҫсе илме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тумалла пулать вара Маша ҫак пручакпа аташсах кайнӑ пулсан, колхозниксем те тен вӑкӑрне халь шыраҫҫӗ пуль?

Что, если это какая-нибудь другая просека и Маша заблудилась, идя по ней, и колхозники ищут сейчас быка где-нибудь далеко отсюда?

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Вӑкӑрне ӳпре-пӑван аптӑратса тинкине кӑларнӑ-мӗн, — шӑрӑхпа тата ывӑннипе хӑшкӑлса ҫитнӗ те, ҫынсене ҫывӑха та пыртармасть.

Быка измучили оводы и мошкара, он ошалел от жары и нуды, не подпускал к себе людей.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Персе пӑрахнӑ казаксем, тен, хӑйсене ан вӗлерччӗр тесе, витери юлашки вӑкӑрне кайса паратчӗҫ пулӗ, анчах вӗсенчен контрибуци ыйтман.

Они, каких расстреляли, может, и последнего быка с база согнали б, лишь бы жизню им оставили, но с них кострибуцию не требовали.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Юрӗ, — терӗ Никита, вӑкӑрне чӑпӑрккапа тӑсса.

— Сделаем, — проговорил Никита и подстегнул кнутом подручного быка.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Митька, урӑм-сурӑм ирсӗррӗн хӑйкӑлтатса ятлаҫса, хӑйне чӗн пиҫиххирен тытса хыҫалалла сӗтӗрекен Михей ҫине пӑхмасӑрах, вӑкӑрне сӑмси-ҫӑварӗнчен, айӑккисенчен ӑшалантарать.

Митька бил его по морде, по бокам, в хрипе безобразной ругани, не обращая внимания на Михея, который тянул его сзади за ремень.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ ӑна сӑмсипе кӗрт ӑшне чыш! — кашкӑрать Петро, вӑкӑрне тимлӗрех уттарас тесе, пушӑпа хырӑм айӗнчен лектерме тӑрӑшса.

— Ты ее в сугроб носом! — кричал Петро, норовя попасть кнутом быку под пузо, для пущего хода.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Итле-ха, Авдеич, халӑх вӑкӑрне эсӗ пӑхса усратӑн-и ҫак?

— Гля, Авдеич, ты, что ль, обчественного бугая правдаешь?

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, кая юлнӑ ула вӑкӑрне хулӑпала ҫилӗллӗн тивертсе илсе, пуҫне ҫавӑрмасӑрах ыйтрӗ:

Григорий, злобно хлестнув хворостиной отставшего муругого быка, сказал, не поворачивая головы:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вэй господин шутлайман купинчен темиҫе кӗмӗлне илсе «ват вӑкӑрне» тыттарчӗ.

Господин Вэй взял несколько монет из еще не сосчитанной стопки и возвратил их свекру.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Салтаксем, арба тӗл пулсан, казачкӑсенчен виноград ыйтаҫҫӗ, вара казачка, вӑкӑрне чармасӑрах арба ҫине хӑпарса, пӗр ҫӗклем иҫӗм ҫырли илет те салтак арки ҫине тӑкать.

Солдаты, встречая арбу, просили у казачек винограда, и казачка, на ходу влезая на арбу, брала охапку винограда и сыпала ее в полу солдата.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех