Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйӑра (тĕпĕ: вӑйӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та палӑртмалла: ку вӑйӑра вӑл мечӗке питӗ вырӑнлӑ куҫарса парса палӑрнӑ.

Примечательно, что в этой игре он отметился голевой передачей.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Ҫынсемсарнӑ халап тӑрӑх, нӑрӑ провод ҫине улӑхса ларнине курсан Тадзири пуҫӗнче вӑйӑ шухӑшӗ йӗркеленнӗ: вӑйӑра монстрсене аталантарма, вӗсемпе туссемпе ылмаштарма, тулли пухмачсем пухма май пулмалла пулнӑ.

По легенде, увидев, как жук залез на провод, Тадзири смутно задумался над игрой, где можно было развивать монстров и обмениваться ими с друзьями, чтобы собрать полную коллекцию —

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Эрхипен пуҫне ҫапса лапчӑтма тупа тунӑскер, тепӗр куннех ялти ик-виҫ ӑҫти-ҫук ҫапкаланчӑк качча ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ те Эрхиппе Улькана вӑйӑра куҫ илмесӗр сӑнама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мероприятие хутшӑннисене «Ах, тутлӑ ҫке ҫӗр улми», «Вӑйӑра», «Уяв курки», «Шӑнкӑрав», «Марине», «Ылтӑн пучах» юрӑсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Пӗрле вӑйӑра савӑннӑ тантӑшӗсем те ватӑлнӑ, хӑшӗ-пӗри ҫӗре те кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ӗлӗк чух вӑйӑра вӑй виҫнӗ, ухӑран та пенӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑйӑра хӗрсе кайнӑ хӑюлӑх пулнӑран-ши, тем пирки, каччӑ хальхинче ытлашши именмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑйӑра пӗрлех ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Панулми» вӑйӑра вара кӗвӗ кам ҫинче чарӑнать, ҫавӑн юрлама е ташлама тиврӗ, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Вӑйӑра шӑпӑрлансем пыл хурчӗ те, хӗрӗх ураллӑ хурт та пулса курчӗҫ, алла-аллӑн тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑпӑрлансем спас уявӗнче савӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%88%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ҫавна май ҫывӑх кунсенче кунта футбол мечӗкӗсем, ҫӗнӗ формӑсем тата вӑйӑра усӑ курмалли ытти хатӗр кӳрсе килӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Ҫак кулӑшла вӑйӑра йытӑ ҫурине чунтанах шеллерӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗр хут та пулин вӑйӑра пулас килетчӗ Павӑлӑн, Чӗкеҫе вӑйӑ картинчен ҫавӑтса тухса, ял урамӗпе утас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑйӑра та, улахра та, ӗҫре те унран куҫа илес килместчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Орленок» вӑйӑра та янкӑлч шкулӗ мала тухрӗ, Катек шкулӗ — иккӗмӗш, шуркассисем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

Вӑйӑра Аня, чӑнах та, нумай тӗлӗнмелле япаласем курчӗ, лайӑх юрӑсем илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кам та кам палӑртнӑ тӗле тӗрӗс утса тухса хӑй чӳлмекне ҫапса ҫӗмӗрет, ҫавӑ ҫак вӑйӑра ҫӗнтерекенни пулать…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай темиҫе хутчен те Укаслупа Шӑхале пӗр-пӗр вӑйӑра тӗл пултарса калаҫтарас тесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, вӑйӑра ҫӗнтернисен ҫуначӗсем ытларах сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

«Полина, Афанасьев Даниилпа Митрохина Хветуҫӑн туйӗнчи вӑйӑра, анкартинче, утӑ ҫинче ман айра выртнӑ чух эсӗ, ихӗлтете-ихӗлтете, куҫна ман ҫине темле ырӑ вӑрттӑнлӑха систернӗн ывӑтса илтӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех