Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйпа (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшле вӑйпа 30 минтер тата сакӑр ура кӗли шӑмми валли тултарнӑ.

Общими силами наполнили 30 подушек и 8 косточек для пяток.

Эпир тылра Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлататпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3643086

Муниципалитетсен ҫак кирлӗ ӗҫе хутшӑнмалла ҫеҫ мар, ӑна пӗрлехи вӑйпа, бизнеса, общество пӗрлешӗвӗсене тата хастар чунлӑ ҫынсене явӑҫтарса пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп.

Считаю, что муниципалитетам надо не просто включиться в эту работу, а объединить вокруг нее всех – бизнес, общественные объединения, неравнодушных людей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Раҫҫей халӑх депутачӗсен тата Раҫҫей Аслӑ Канашӗн Съездне вӑйпа хӑваласа янине ырласа «Хӗрӗх иккӗшӑн ҫырӑвне» алӑ пуснӑ.

В октябре 1993 года подписал «Письмо сорока двух» в поддержку силового разгона Съезда народных депутатов России и Верховного Совета России.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Пӗрлехи вӑйпа ҫак тата ытти ыйтусене те татса пама май пуласси иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вӑйпа никама та парӑнассӑм ҫук, парӑнас тенӗ ҫынна вара, кирлӗ пулсан, ҫӗр айӗнчен шыраса тупӑп, арӑмӗ умӗнчех ҫавӑтса кайӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сана та вӑйпа тапӑнмарӑм эпӗ, Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна вӑйпа урапа ҫине ҫӗклесе хучӗҫ те, пар лаша анкарти хыҫӗпе тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынни вӑл, Хура Ҫимун, вӑйпа парӑнтармарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫыннӑнне вӑрласа пуймастӑп вӗт, йӑлтах хам вӑйпа тунӑ, хам алӑпа шӑлса пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйӑр пирӗн вӑйпа!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна, пирӗн туслӑха, нимле вӑйпа аркатаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пусӑ юпи, такам ӑна вӑйпа пӑрса кӑларма хӑтланнӑ пек, кӑчӑртатса ларать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнпур вӑйпа тытса чармалла.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха пӗчӗк хапхине уҫса кӗчӗ те вӑйпа шатлаттарса хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук пӗр пӑхсах вӑл ӳсӗррине асӑрхасан, чӗри ҫӗнӗ вӑйпа ыратма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Никам та вӑйпа тытса ӗҫтермен ӑна, намӑс ҫуртне те вӑйпа илсе кӗмен.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маска ҫав самантрах ӑна вӑйпа чӑмӑртаса илчӗ те, вӑр-вар лапчӑнса ҫаврӑнса, Ҫтаппан аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ, кушак хаяррӑн кӑшкӑрса ярса ман ҫине сиксе ларчӗ те пӗтӗм вӑйпа мана тӑватӑ урипе те чӗрсе алӑран шӑвӑнса тухрӗ, аяла шыв кӳллине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ку самантпа усӑ курӑн, вӑйпа тӗрӗс усӑ курӑр.

Воспользуйтесь этим моментом и найдите их выходу правильное применение.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав кашлавра ҫап-ҫамрӑк хунавсем ҫурхи вӑйпа ҫӳлелле туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех