Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйлӑскер (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте сасӑпах ахӑлтатса кулса ячӗҫ, мӗншӗн тесен Валентина, тӗреклӗ те вӑйлӑскер, апата чӑнах та, типшӗмрех Машӑпа танлаштарсан, виҫӗ хут та ытларах ҫиет пуль.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑтӑлас тесе, вӑрах тапаланнӑ вӑйлӑскер, ҫивӗч шӑлӗсемпе тимӗре кӑшланӑ, анчах халсӑрланса ҫитнипе тата ури ыратнипе халӗ пӗр вырӑнта хусканмасӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкки, вӑйлӑскер, хӑлаҫланса ҫаврӑнма тӑрать те маччаран ҫакӑнса тӑракан лампӑна ҫӗре ӳкерсе ватать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑйлӑскер, ывӑнма пӗлмерӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темскер вӑйлӑскер те ырӑскер ӑна вырӑн ҫинчен ҫӗклерӗ, ҫурт тӑрӑх ҫавӑрма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫын, вӑйлӑскер, хӑйӗн вӑйӗпе анчах мухтанмасӑр, ӑна никама кӑтартасшӑн та ӑнтӑлмасӑр, мӗнпур чӗрчуна управлӑн хӑйӗн вӗри чунӗпе ӑшӑтать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫапах та, вӑрри питӗ вӑйлӑскер пулнӑ пулин те, Иванов унӑн аллисене каялла ҫыхса лартса милици уйрӑмне илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чоткар — сарлака хул-ҫурӑмлӑ, лутака ҫын, чӑтма ҫук вӑйлӑскер, кунта Элнет шывӗ хӗрринчен сиктерсе килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар, вӑкӑр пек вӑйлӑскер, пушӑ вӑхӑтра пристаньре, вокзалта грузчик пулса ӗҫлет, илнӗ укҫине хӑйшӗн тӑккаламасть, нумай ачаллӑ аппӑшне яла ярса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӗреклӗ те вӑйлӑскер, пуянӑн ӑйӑрне вӑл пуҫӗнчен чышкипе ҫапса ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Колхозӗ — пуян, вӑйлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Иван пекех ҫирӗп, илемлӗ те вӑйлӑскер, — шухӑшларӗ Алимпи, ун ҫине хыҫалтан пӑхса юлса.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӑй вӑл — вӑйлӑскер, яштак пӗвӗллӗ, ҫаврашка пит-куҫлӑ, сар ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ — вырӑс ачи евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫак ыйтупа урӑх уйланмарӗ: Джесси вилнӗ тесе шухӑшланипе канӑҫсӑрлӑхӗ — ҫав тери вӑйлӑскер, шанӑҫ пӗтнӗлӗхпе танлашаканскер — ӑна шӑнкӑрав патне ыткӑнма хистерӗ.

Более на эту тему она рассуждать не смогла: беспокойство, что Джесси уже мертва, такое сильное, что равнялось отчаянию, заставило ее метнуться к звонку.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Харита Мальком, ку ҫурт — санӑн пушаннӑ флакону; санӑн пурнӑҫун тутлӑ шӑршӑлӑхӗ вырӑнне эпӗ килсе вырнаҫрӑм, эпӗ — наркӑмӑш евӗр тӗссӗр те салху-кичемскер; унашкалах вӑйлӑскер, мӗншӗн тесен пӗр шухӑшпа пурӑнатӑп».

Харита Мальком, этот дом — твой опустевший флакон; на месте благоухания твоей жизни — я поселилась здесь, бесцветная и угрюмая, как яд; такая же сильная, как он, потому что живу одной мыслью».

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав вӑхӑтра Ботредж, Тергенсран чылай вӑйлӑскер, пусӑра чавса уйӑракан тӑпрана хӑватлӑн кӑчӑртаттарать…

Между тем Ботредж, оказавшийся значительно сильнее Тергенса, могуче хрустел в колодце вырываемой почвой.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Яппун вӑрҫин вут-хӗмӗ витӗр тухнӑскер, ҫирӗп те вӑйлӑскер, ҫулӗпе те ҫитӗнсе ҫитнӗскер — ҫирӗм улттӑраччӗ вӑл ун чухне, — тӑнӑҫлӑ та шанчӑклӑ, хӑватлӑ ҫын пек курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл — калас пулать — ҫав тери вӑйлӑскер, пӗрне лап ҫурмаран касса ҫурнӑ.

Да — знаешь — такой здоровый, — одного пополам рассек.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл — анлӑ кӑкӑрлӑ, хӳхӗм сывлӑхлӑ та вӑйлӑскер, хӑрах хулпуҫҫийӗ ҫине ҫанӑсӑр кожух уртса янӑ, тӗпне лартнӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ, шеллевсӗрӗн пӑхакан ҫутӑ куҫлӑ та вирлӗ калаҫаканскер, — ятарласах командир пулма ҫуралнӑ ҫын пек туйӑнать…

грудастый, пышащий здоровьем и силой, в нагольном кожухе, накинутом на одно плечо, в подшитых валенках, но взглядом беспощадных светлых глаз и решительной речью — природный командир…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех