Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗсенче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтанах кнессет Тель-Авивӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче пухӑннӑ.

Первоначально кнессет собирался в различных местах в Тель-Авиве.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Соссусфлейӑн хӑшпӗр вырӑнӗсенче икӗ тӗслӗ хӗрлӗ-сарӑ хӑйӑр кӗрчӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

В некоторых частях Соссусфлей встречаются двухцветные красно-жёлтые дюны.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Вун виҫӗ кунтан ӗҫ вырӑнӗсенче унта та кунта ҫӗнӗ плакатсем курӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр кунхине Ирина Алексеевна хӑйне кӑштах ҫывӑхрах пек туйӑнакан Артюхин техникпа хӑрушсӑрлӑх техникипе ҫыхӑннӑ плакатсем ӗҫ вырӑнӗсенче сахал тата пуррисем те алӑран кайтӑр — атмана тенӗ пек хатӗрленисем ҫеҫ пулни пирки калаҫу пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Совет Союзӗн чылай вырӑнӗсенче, чугун ҫулсем ҫук ҫӗрте, ытти вырӑнсене кайса ҫӳремелли пӗртен пӗр ҫул юханшывсем пулаҫҫӗ.

Во многих местах Союза, где нет железных дорог, реки являются единственными путями сообщения.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кавказӑн тинӗс хӗрринчи вырӑнӗсенче чей плантацийӗсем хальхи вӑхӑтра темиҫе вунӑ пин гектар ҫӗр йышӑнса выртаҫҫӗ.

Чайные плантации на Кавказском побережье занимают в настоящее время десятки тысяч гектаров земли.

Чей плантацийӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӗншӗн Кавказӑн тинӗс хӗрринчи вырӑнӗсенче ӳсентӑран тӗнчи Крымринчен пуянрах?

Почему растительность Кавказского побережья богаче крымской?

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кавказӑн хура тинӗс хӗрринчи вырӑнӗсенче раснарах йышши тӑпрасем — хӗрлӗ тӑпрасем тӗл пулаҫҫӗ.

На черноморском побережье Закавказья встречаются особые почвы красного цвета — красноземы.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑшпӗр чухне тинӗс хӗрринчи ҫӗршывра талӑк хушшинче нӳрӗк ССР Союзӗн урӑх вырӑнӗсенче ҫулталӑк хушшинче ӳкнинчен те ытларах ӳкет.

Иногда за сутки на побережье выпадает больше осадков, чем в других местах СССР за год.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Географи вӗренсе эсир ҫӗрӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче ҫутҫанталӑк мӗнлине, ҫынсем мӗнле пурӑннине пӗлетӗр.

Изучая географию, вы узнаете, какая природа и как живут люди в различных местах земли.

Малтан паллаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Михаил Николаевич патшалӑхӑн яваплӑ вырӑнӗсенче чылай ҫул ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ кафе тата ытти кану вырӑнӗсенче ирттернӗ рейдсен вӑхӑтӗнче 19 000 ытла контрафакт продукцие шыраса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Халӑхӑн чӗлхипе культурине, ҫыруллӑх палӑкӗсене упраса хӑварасси, информаци ресурсӗсемпе усӑ курассине йӗркелесси, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче сапаланса пурӑнакан чӑвашсене кӗнеке урлӑ пӗрлештересси – республикӑри тӗп библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Палӑртнӑ кун, енчен те ҫынсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсенче пулаҫҫӗ пулсан, вӗсем валли онлайн-трансляци мелӗпе уҫӑ калаҫусем ирттерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Суту-илӳ вырӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ ятарлӑ курупкӑсене хӑвӑрт пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ (консервсем, кӗрпесем…), гигиена хатӗрӗсем, кулленех кирлӗ япаласем хума пулать.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Килнӗ чух куртӑр пуль, тӗллӗн-тӗллӗн вӑрман вырӑнӗсенче тункатасем.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗншӗн халӗ те ӗҫ вырӑнӗсенче мар? — аллисене хыҫалалла тытнӑ Владимир Сергеевич Ревлен Петрович ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ачасем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче.

Все ребята находились на своих местах.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каялла таврӑннӑ чухне вара пурте вӗсем хӑйсен вырӑнӗсенче пулччӑр.

Когда будете возвращаться, все должно быть пришито на место.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах вӗсен пӗрин те хӑйсен вырӑнӗсенче ӗҫлеме тӳр килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех