Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗсене (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1983 ҫулта ӑна Тупӑш енӗпе ӗҫлекен управление ӗҫе илнӗ, унта вӑл пай пуҫлӑхӗнчен пуҫласа тӗп директор ҫумӗ вырӑнӗсене йышӑнса ӗҫленӗ.

В 1983 году получил назначение в Генеральное управление по доходам, где работал на должностях от начальника отдела до заместителя генерального директора.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Общество вырӑнӗсене, урамсене ҫумкурӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатасси те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Паян вара, ӗлӗкхи шыв арманӗсен вырӑнӗсене ӳкерме ҫула тухнӑ май, ҫитрӗм ун патне.

Куҫарса пулӑш

«Ассакасси яле ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/179

Вӗсем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫав ӗҫ вырӑнӗсене упраса хӑвармалли мероприятисем валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

2023 ҫулта инвалидсем валли уйӑрнӑ ӗҫ вырӑнӗсене упраса хӑварма республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйту тавлаштармарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Вулакансене кӗнекесемпе тивӗҫтерекен залсенче ӗҫ вырӑнӗсене автоматизациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Д. Исаев ҫырӑвӗсен хӑш-пӗр вырӑнӗсене вуласан, куҫҫуль тухать; ҫав вӑхӑтрах унӑн оптимизмне, ҫирӗплӗхне куратӑн та: Исаев — эсӗ паттӑр ҫын, чӑн-чӑн коммунист пулнӑ! тетен.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Тискер вӑйпутсене вӗсем ҫунтарса янӑ ялсемшӗн, ним айӑпсӑртан тертелентернӗ ҫынсемшӗн, кӗлӗ вырӑнӗсене пӗтернӗшӗн тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене халӗ вӑйпа ют тӗне кӗртеҫҫӗ, пусмӑрҫӑсем вӗсен кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай ҫӗрте ҫынсем кӗлӗ вырӑнӗсене вӑрттӑн-хӗрттӗнӗн ҫӗнӗрен хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑшпӗри авалхи туррисене манса кайнӑ, Киремете пуҫ ҫӑпмаҫҫӗ, кӗлӗ вырӑнӗсене ҫӳремеҫҫӗ, вырӑс туррипеле пупӗсене пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла майпа 25 участокри автомобиль ҫулӗсене юсанӑ, ача-пӑчапа вӑйӑ площадкисене, социаллӑ-культура сфери, коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене, халӑхӑн канмалли вырӑнӗсене, пӗвесене йӗркене кӗртнӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Экзамен тыттаракансем те хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав самантра ҫын темиҫе майсем шутласа кӑларать, вӗсене танлаштарать, хӗсӗк вырӑнӗсене курать, вара пӗрремӗш юрӑхлӑ йышӑну суйлать.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Хӗрсемпе каччӑсем хӑвӑртрах хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫамрӑксем шавлӑн кулкаласа хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кабинӑран ҫап-ҫамрӑк шофер тухрӗ те пассажирсене хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех