Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнунта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Лар вырӑнунта!

— Сиди как сидел!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс мар-тӑк, сан вырӑнунта урӑххи пулмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Юлташ патне пымалла та каламалла: яра пар, сан вырӑнунта эпӗ пулатӑп!

Приехать к товарищу и сказать: катись, я тебя сменяю!

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпӗ сан вырӑнта, Александр, эсӗ мӗн каланинех каланӑ пулӑттӑм; ку ыйтура санӑн мӗнле те пулин вырӑн пур тесе эпӗ сан пекех тӗслӗхшӗн ҫеҫ калатӑп; вӑл пире никама та тивменнине пӗлетӗп эпӗ, эпир, ученӑйсем, пире тӗрӗс пек туйӑнакан пӗтӗмӗшле наукӑлла шухӑш-кӑмӑлсен интереслӗ енӗсем ҫинчен кӑна калаҫатпӑр; ун пек пӑхсассӑн, кашнинех кирек мӗнле ӗҫ ҫинчен те хӑй мӗнле шухӑшланӑ пек калать, вӑл мӗнле шухӑшласси вӑл ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет, сан вырӑнунта пулсан; сан пекех каланӑ пулӑттӑм тесе ҫак шухӑшпа анчах калатӑп та ӗнтӗ эпӗ.

— Я на твоем месте, Александр, говорил бы то же, что ты: я, как ты, говорю только для примера, что у тебя есть какое-нибудь место в этом вопросе; я знаю, что он никого из нас не касается, мы говорим только, как ученые, о любопытных сторонах общих научных воззрений, кажущихся нам справедливыми; по этим воззрениям каждый судит о всяком деле с своей точки зрения, определяющейся его личными отношениями к делу, я только в этом смысле и говорю, что на твоем месте стал бы говорить точно так же, как ты.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

41. Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42. каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43. акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44. сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.

41. И когда приблизился к городу, то, смотря на него, заплакал о нем 42. и сказал: о, если бы и ты хотя в сей твой день узнал, что служит к миру твоему! Но это сокрыто ныне от глаз твоих, 43. ибо придут на тебя дни, когда враги твои обложат тебя окопами и окружат тебя, и стеснят тебя отовсюду, 44. и разорят тебя, и побьют детей твоих в тебе, и не оставят в тебе камня на камне за то, что ты не узнал времени посещения твоего.

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

75. Анчах халӗ, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санран пысӑкран та пысӑк ырӑлӑх илтӗмӗр: Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнунта пирӗн тымарӑмӑрпа ятӑмӑра сыхласа хӑвартӑн, 76. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫуртӗнче пире ҫутӑ ҫутса патӑн, эпир чура пулса пурӑннӑ чухне пире тӑрантарса усрарӑн!

75. Но теперь сколь великая оказана нам милость от Тебя, Господи Боже, что Ты оставил нам корень и имя на месте святыни Твоей, 76. что открыл нам светильник в доме Господа, Бога нашего, дал нам пропитание во время порабощения нашего!

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех