Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсенчех (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отчетпа суйлав пухӑвӗ хыҫҫӑн хамӑр вырӑнсенчех хӑтӑлса юлсан, малашне те пӗрле ӗҫлӗпӗр, тен, пӗрле ӗҫӗпӗр, — сӑмахне вӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Пысӑк вырӑнсенчех ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗлӗкхи улпут пурӑннӑ чухне эпир хамӑрӑн малтанхи вырӑнсенчех пурӑнаттӑмӑр, пире опека куҫарса килчӗ.

При старом барине мы все жили на своих прежних местах, а вот опека переселила.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук…

Maman уже не было, а жизнь наша шла все тем же чередом: мы ложились и вставали в те же часы и в тех же комнатах; утренний, вечерний чай, обед, ужин — все было в обыкновенное время; столы, стулья стояли на тех же местах; ничего в доме и в нашем образе жизни не переменилось; только ее не было…

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тахо шывӗн симӗс ҫыранӗсем хӗрринче пурӑнакан Элисио кӗтӳҫӗ, ҫав вырӑнсенчех ҫуралнӑ хитре Галатейӑна юратнӑ…

Пастух Элисио с зелёных берегов Тахо полюбил прекрасную Галатею, рождённую на тех же берегах…

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

 — Унччен ӑҫта пенӗ, ҫав вырӑнсенчех переҫҫӗ.

 — Стреляют в тех же местах, где и раньше.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӗсен айне вырӑс виллисем, тӑшман виллисем хӗсӗне-хӗсӗне юлнӑ; ҫав вырӑнтах бомбӑсем, снарядсем, пӗрене хуҫӑкӗсем, блиндаж ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ; ҫав ишлӗк вырӑнсенчех канав хыҫҫӑн канав тӑсӑлать, канавӗсенче каллех тӗплӗ ванчӑксем, кӑвак е шенкер шинель тӑхӑннӑ вилесем выртаҫҫӗ.

придавившие человеческие русские и вражеские трупы, тяжелые, замолкнувшие навсегда чугунные пушки, страшной силой сброшенные в ямы и до половины засыпанные землей, бомбы, ядра, опять трупы.

27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кунти вырӑнсенчех юлас-и? — тӗлсӗр-мӗнсӗр тенӗ пек, ыйтрӗ вӑл ҫавӑнтах татӑклӑн.

Оставаться в здешних местах? — вдруг ни с того ни с сего решительно спросил он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫак вырӑнсенчех тата, канавсенче, секретсем выртаҫҫӗ.

В этих же местах лежали по канавам секреты.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пуҫлӑх таврашӗсем темле канӑҫсӑррӑн ҫӳреҫҫӗ, полицейскисем унталла та кунталла чупкалаҫҫӗ, вӗсене курсан, рабочисем вӑраххӑн саланаҫҫӗ е, вырӑнсенчех тӑрса, калаҫма чарӑнаҫҫӗ те полицейскисен шӑртланчӑк усал сӑнӗсем ҫине ним чӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ.

Озабоченно расхаживало начальство, бегали полицейские, и, заметив их, рабочие медленно расходились или, оставаясь на местах, прекращали разговор, молча глядя в озлобленные, раздраженные лица.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эвакуаци йӗркипе пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑсатнӑ пулсан та, вӗсем малтанхи вырӑнсенчех тепӗр хут — малтан уйрӑм ҫынсем, унтан ушкӑнсем, кайран пайсемпе главка уйрӑмӗсем йӗркелене пуҫларӗҫ: вӗсенчен чылайӑшӗсене малтанлӑха ҫыхӑну тытма, хӑш-пӗр ыйтусене татса пама ҫеҫ йӗркеленӗччӗ, кайран вара чиперех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

Эвакуированные почти в полном своем составе, они возникали на прежних местах — сначала отдельные представители, затем группы, а потом отделы и подглавки — для связи, согласования и просто для работы.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн хисеплӗ тусӑм, Мартин де Мусти пӗрре ҫак вырӑнсенчех аслати пӗр чарӑнмасӑр аллӑ пилӗк минут хушши кӗмсӗртетсе тӑнине сӑнанӑ!

А мой уважаемый коллега Мартин де Мусси наблюдал тут однажды непрерывное грохотание грома в течение целых пятидесяти пяти минут!

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ковалев майор Сеннӑй площадь ҫывӑхӗнче пурӑнать («манӑн хваттер Садовӑй урамра»), Иван Яковлевич цирульник Вознесенски проспектра пурӑнать, Поприщин та ҫак вырӑнсенчех ҫӳрет, вӑл Зверков пӳрчӗ патне ҫитсе тухса унтан тӗлӗнсе тӑрать: «Ку ҫурта пӗлетӗп, ку Зверков ҫурчӗ», терӗм хам ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать.

Это был год, когда Москва начинала строить метро, и в самых знакомых местах поперек улиц стояли заборы и нужно было идти вдоль этих заборов по гнущимся доскам и возвращаться, потому что забор кончался ямой, которой вчера еще не было и из которой теперь слышались голоса и шум подземной работы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех