Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсем (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтӗр 5-9-мӗш классенче вӗренекен 3,3 пин ытла ача республикӑри паллӑ вырӑнсем тӑрӑх тӳлевсӗр турсенче пулнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Шывпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлесси те планра пур.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Пӗтӗм тӗнчери «Золотое руно» вӑйӑ-конкурсра Кристина Северова 1-мӗш, Лизавета Петрова 4-мӗш вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Ҫӑмӑл атлетикӑпа республика Кубокӗшӗн пынӑ ӑмӑртусен пӗрремӗш тапхӑрӗнче Николай Лисин 1-мӗш, Саша Алексеев 3-мӗш вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Вӗсен ӗҫӗсем ҫулсеренех округра малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Вӗсем пек маттур ҫынсем ытларах пулсан хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен канакан вырӑнсем хӑтлӑ пулӗҫ, чуна савӑнтарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ, шыв илме пымалли ҫулсене йӗркене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Анчах «дежурнӑй администратор» тесе ҫырнӑ чӳрече патнелле темиҫе утӑм тусанах, вӑл питӗ кӳрентерекен табличкӑ курчӗ: «Пушӑ вырӑнсем ҫук!»

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Инҫетри вырӑнсем ҫине ал сулса, ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывалла килтӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

75 килограмран ытларах виҫере Руслан Михеев пӗрремӗш, Андрей Кураков, Павел Шуряшкин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Анчах ҫӗркӑмрӑкӗпе пуян вырӑнсем — тӑшман аллинче, е вӗсене юхӑнтарса ишсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куҫ умӗпе вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ вырӑнсем шунӑ май, пӗтӗм вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, асапӗ аса килчӗ те, Курак Мӗтрин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Ме, вӑхӑта ахаль ан ирттер, — «У.-ри паллӑ вырӑнсем» ятлӑ кӗнеке тӑсса пачӗ Данил Макарович мана регистратура кӗттернӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Лӑпланнӑ Шӑмаш, ҫӗнӗ вырӑнсем ӑна килӗшме те пуҫланӑ.

Шумаш успокоился, даже полюбил новую родину.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Троллейбус тата пӗр-ик хут чарӑнчӗ те, тӑрса пыма ирӗкленчӗ ҫеҫ мар, лармалли вырӑнсем те кӑшт-кашт пушанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унчченхи ҫулсенче сӑрт тайлӑмӗсем ҫу хӗвелӗ пӗрре-иккӗ хӗртсенех сарӑхса-хӗрелсе каяканччӗ, кӑҫал ун пек вырӑнсем те симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ пек, сӑрри типсе те ҫитме ӗлкӗреймен пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хуласемпе тишкерсен Шупашкарта, тӑрӑхсенчен вара Канашра, Муркашра, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Елчӗкре шыва кӗмелли вырӑнсем нумай пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Сыхлӑха мала кӑларса ҫулсерен республикӑра шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

«Государева гора тӑрринче эпир канмалли вырӑнсем, кафе тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех